1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 9:11

Кĕнеке — пирĕн тус

Ача-пăча вулавăшĕн ертÿçи пулнă май Тăвай шкулĕнче ăс пухакан ачасене час-часах библиотекăна йыхравлатăп. Тата шкулĕ те аякра мар. Кунта тĕрлĕ кĕнеке нумай. Вĕсене вуласа тавракурăма аталантарма май пур. Уроксенче усă курма та, ăслăлăх конференцийĕ валли те тĕрлĕ литература суйлаççĕ. Вĕрентекенсем ачасем кĕнеке тĕнчипе туслашчăр тесе тимлеççĕ, час-часах класпа вулавăшра пулма юратаççĕ.

Пĕр-пĕр мероприяти йĕр-келетпĕр ун пек чухне. Наркотиксене хирĕçле акци иртнĕ вăхăтра сиенлĕ йăласене сивлекен ача-пăча кĕнекисенчен ятарлă курав йĕркелерĕмĕр. Аслăрах ÿсĕмри вĕренекенсемпе çак çивĕч темăна сÿт- се яврăмăр.

Нумаях пулмасть кĕçĕн класра вĕренекенсем (класс ертÿçисем В.Г.Шакрова, Л.В.Ильина) вулавăшра хăнара пулчĕç, «Сывлăх — чи пысăк пуянлăх» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса, спортпа туслă пурăнмалли çинчен калаçăва ачасем хăйсем те хастар хутшăнчĕç. Мероприяти хыççăн килте вулама кĕнекесем илчĕç.

Поделиться:
Распечатать