• Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсен Вера Кузьмина ячĕллĕ II «Чĕкеç» фестивалĕ уçăлнă. Пĕрремĕш хут фестивале 2023 çулта СССР халăх артистки, пирĕн ентеш Вера Кузьминична 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче кăçал 6 куна тăсăлакан фестиваль вăхăтĕнче Чăваш, Калмăк, Алтай, Мари, Саха, Пермь артисчĕсем вылякан 12 спектакле курма май пулĕ. Билетсене Пушкин карттипе те туянма пулать. Фестиваль чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Хур кайăк çулĕ» спектакльпе (Чингиз Айтматовăн «Материнское поле» повеçĕ тăрăх) уçăлнă.
• «Информаци технологийĕсен тытăмĕн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырĕ. Паян республикăра 10 пин ытла ИТ-специалист ĕçлет»,— пĕлтернĕ ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов.
• Чăваш Енре, çав шутра Тăвай округĕнче те, «Шанчăк виç кĕтеслĕхĕ» акци пуçланнă. Ăна ЧР Общество палати ирттерет. Кирек хăш ÿсĕмри çын та СВОна хутшăнакансене хавхалантаракан çырусем çырма пултарать. Вĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа çитермелле: Шупашкар, Ленинград урамĕ, 33-мĕш çурт, 33-мĕш пÿлĕм. Вĕсене хÿтĕлевçĕ-сем патне çитерĕç.
• Чăваш Ен продукцине чикĕ леш енче те хапăл. 2025 çулхи 10 уйăхра экспорта 20,8 пин тонна ăсатнă.
• Чăваш Енре сивĕ тапхăрта пăтăрмахсене сирсе яма 208 бригада йĕркеленĕ — пĕтĕмпе 1062 çын.
• Ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсем хамăр туса илнĕ сĕтĕн 80 процентне, ашăн 90 процентне ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ.
• Кăçал вырăс чĕлхипе тата математикăпа çыхăннă экзаменсене 11 классен 96 проценчĕ ытла ăнăçлă тытнă, Чăваш Енри 4186 яшпа хĕр аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çав шутра 1327-шĕ республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсене суйласа илнĕ.