— Кашни муниципалитетшăн ял хуçалăхĕ тĕп отрасльсенчен пĕри пулса тăрать — çакна шута илмелле.
Эпир хуçалăхсене техника туянма, ытти енĕпе пулăшатпăр. Мĕншĕн тесен çакă яла тĕревленине ăнланатпăр — республикăри халăхăн пысăк пайĕ унта пурăнать. Çавăнпа производство культурине çĕклемелле. Муниципалитетсен ертÿлĕхĕнчен ĕççи кăтартăвĕсене тиркевлĕ хаклама ыйтатăп. Çитес çултан ку енĕпе тата та çирĕпрех ыйтăпăр. Чи вăйлисене пулăшмалли принципа тĕпе хурăпăр. Кăтартусем лайăх, çав вăхăтрах ĕçлемелли те пур...