1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 9:09

Пĕлмен çын еккине кĕрсе ан ÿкĕр

Çынсен шанăçĕпе усă курса тăвакан преступленисен шучĕ чакмасть, ÿс- сех пырать. Çавна май ул- тавçăсенчен хур куракансен йышĕ те чакмасть.

Ултав майĕсем те çĕнелсех тăраççĕ. Чылай тĕслĕхре ултавçăсем хăйсене полици, банк, налук, прокуратура, сотовăй оператор, хăрушсăрлăх службин, патшалăхăн пĕрлехи порталĕн сотрудникĕсем пек кăтартса шăнкăравлаççĕ. Кĕтмен çĕртен пулнăран, çынсем тăруках тарăннăн ăнкарса та илеймеççĕ, сехĕрленсе ÿкеççĕ. Çакăнпа усă курса, шанăçа кĕрсе, преступниксем хăйсене кирлĕ сведенисене хăвăртах ыйтса пĕлеççĕ.

Вĕсенчен шар курнисем — учительница, ытти професси çыннисем, пенсионерсем, ахаль çынсем. Астăватăп, хăй вĕсен çулне, ултавне пÿлме тивĕçлĕ право çынни те вĕсен серепине кĕрсе ÿкнĕ. Çакăн пирки кайран хăех каласа кăтартнă, çапла пулса тухнăшăн ÿкĕннĕ, çынсене ултавçăсенчен сыхланма, тимлĕ пулма ыйтнă. Çынсем интернет урлă тавар туяннă-сутнă чухне улталаннă тĕслĕх сахал мар. Çывăх тăванĕсем пек шăнкăравласа пулăшу е кивçен укçа ыйтни те, интернет урлă пулăшу сĕнекенсенчен хур тÿсни те, ытти те пайтах пулнă.

СМСпа килнĕ ют номерсенчен тата иккĕ-ленÿллĕ пек туйăнакан шăнкăравсенчен те сыхланăр. Çавăн пек шăнкăрава йышăннă пулсан та, калаçăва çийĕнчех чарса лартма тăрăшăр.

Иртнĕ эрнекун кăна-ха çавăн пек иккĕленÿл- лĕ шăнкăрав пулни, калаçăва тÿрех чарма тивни çинчен каласа пачĕ пĕр пĕлĕшĕм. Заказ панă тавара илнипе çыхăну йĕркелесе, шанăçа кĕрсе те улталама май шыраççĕ. Çавăнпа çыхăнăва вăхăтра татма пĕлĕр. СМСпа килекен паллă мар ссылкăсем çине те ан кĕрĕр.

Преступниксем картта номерĕн юлашки цифрисене (малти цифрăсем хăш регион, банк пулнине кăтартаççĕ те — вĕсене ахалех пĕлме пулать) тата карточкăн тÿн- тер енчи виçĕ цифрăна пĕлсен «электрон енчĕкĕнчи» суммăсăр юлас хăрушлăх пур. Çавăнпа та карттăна ют çынна кăтартмалла мар, унпа усă курнă чухне номерсене алăпа хупламалла. Чи шанчăкли — пысăк суммăна телефонпа çыхăнман урăх карточка çинче тытни. Пĕлсе тăрăр — ултавлă шухăшлă çынсем банкомат умĕнчи урнăна пăрахнă чексемпе те усă кураççĕ. Карточка номерĕн юлашки цифрисем, ытти информаци — вĕсемшĕн пурте усăллă. Асра тытăр — ют укçана хапсăнакансем банкоматсем çине камерăсем лартса та карттăн пин-кочĕсене палăртнă тĕслĕхсем пулнă. Çакăн хыççăн вĕсемшĕн укçана çаратасси пĕртте йывăр мар тата ытти те. Çавăнпа яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма тăрăшăр, ют çынсене хăвăрăн даннăйсене ан парăр, палламан-туман çынсемпе калаçнă чухне ун еккине кĕрсе ан ÿкĕр.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать