Тушкил ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен çĕнĕ палăкне тата сквера тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн уçни çинчен пĕлтернĕччĕ. Палăкпа юнашарах çав кун чикĕ хуралĕн паттăрĕсене асра тытса пурăнма пограничниксен юпи вырнаçтарнă.
Çакă вăл тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерес, çамрăксене Тăван çĕршыв историне хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе пĕлтерĕш- лĕ пулăм. Ăна уçма хутшăннă «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн Тăвайри пĕрлĕхĕн членĕсем çакăн хыççăн çамрăксемпе тĕл пулнă.
Пограничниксен юпине лартас ĕçе активлă хутшăннăшăн Тушкилти чикĕ хуралĕн 18 ветеранне «За службу в пограничных войсках» медальсем панă.
Кăçал Нÿшкассипе Тĕмер ялĕсенче Мухтав монуменчĕсен лапамне пограничниксен юписем вырнаçтарнă, халĕ Тăвай округĕнчи 11 ялта çакăн пек асăну палăкĕ пур.