1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 8:54

Республикăра, округра

• Шурă Шупашкарăмăр çĕршыври чи илĕртÿллĕ хула ятне çĕнсе илессишĕн тупăшни çинчен «Ял ĕçченĕ» хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. «Хальлĕхе вăл - иккĕмĕш вырăнта. Уншăн 100 пин ытла çын сасăланă. Çакă республикăра пурăнакансен вăйне тата пĕрлĕхне çирĕплетет, эпир пĕрле тăвакан ĕç тухăçлăхне кăтартать. Шанатăп, конкурсра çĕнтерни Шупашкар аталанăвне çĕнĕ хăват парĕ, туристсемшĕн илĕртÿлĕхне ÿстерĕ, инвестицисем ытларах илсе килме пулăшĕ, федераци шайĕн- чи ят-сума çирĕплетĕ»,- тенĕ иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сасăлав «Город России» сайтра пырать. Конкурса декабрĕн 31-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

• Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕ 95 çул тултарнă. Юбилее халалланă уяв мероприятийĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнче округ администрацийĕнче иртнĕ. Район хаçатĕнче ĕçлекенсене «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Виктория Вышинская, Чăваш Республикин медиацентрĕн директорĕ Дмитрий Моисеев, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата ыттисем ăшшăн саламланă. Уявра хаçатра ĕçлекенсене, общество корреспонденчĕсене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вулакансем журналистсен ĕçне хаклаççĕ, хаçата кăмăлласа çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ.

• Ноябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра анлă этнографи диктанчĕ старт илнĕ. Чăваш Енре пурăнакансем асăннă акцие çулленех хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, диктант ыйтăвĕсене 26 пин ытла çын хуравланă. Кăçал та вăл анлăшĕпе палăрса тăнине палăртаççĕ.

Пуçласа этнографи диктантне 2016 çулта Удмурт Республикин Наци политикин министерстви пуçарнипе йĕркеленĕ пулнă. Анлă этнографи диктанчĕ - Раççейре пурăнакан халăхсен культурипе паллаштаракан, этнокультура пĕлĕвĕн шайне хаклама май паракан çут ĕç проекчĕ. Акцие декабрĕн 12 мĕшĕнче - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче - пĕтĕмлетĕç.

• Ял хуçалăх министерстви виçĕ «Чăваш хăмли» гранта камсене парассине палăртнă. Пĕтĕмĕшле хакĕ 75,4 миллион тенкĕпе танлашакан грантсене 4 организаци тивĕçнĕ. Çав шутра - çитес çул 10 гектар плантаци валли хăмла хунавĕсем туянма 8,8 млн тенкĕ, 50 гектар çинче хăмла шпалерĕ-сем кармалăх стройматериалсем илме 56,6 млн тенкĕ, хăмла техникин 4 тĕсĕн промышленноç тĕслĕхĕсене хатĕр- леме 10 млн тенкĕ.

• Экспертсемпе аналитиксен «Инфрагрин» платформи çĕршывăн хупă ярăм экономикине тата çут çанталăк пуянлăхĕ-семпе çыхăннă майсене аталантарасси - циркуляр трансформацийĕ - çинчен доклад хатĕрленĕ. Методологи ресурссемпе - каяшсемпе, шывпа, энергипе - тирпейлĕ усă курассине, сервис экономикине тата сывă тавралăх йĕркелессине тĕпе хурать. Регионсенчи лару-тăрăва тишкернĕ май, Чăваш Ен Мускав хулипе облаçĕ тата Тутарстан хыççăн 53 балпа тăваттăмĕш вырăнта.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать