Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалласа Шупашкарта иртнĕ савăнăçлă мероприятие пирĕн Тăвай муниципалитет округĕн делегацийĕ те йышлăн хутшăннă, ăна округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынă. Ял хуçалăх ĕçĕн итогĕсемпе праçникре пирĕн округ представителĕсем те республикăн пысăк наградисене тивĕçнĕ, çакă вăл вĕсем регионăн агропромышленноç комплексне аталантарма пысăк тÿпе хывнине çирĕплетсе парать.
Çапла Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе Валерий Геннадьевич Грачева - Тăвай муниципалитет округĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне - «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çакă награда вăл ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленине пысăк хак пани пулса тăрать.
Фермер хуçалăхĕсем хушшинче чи пысăк производствăпа экономика кăтартăвĕсем тунăшăн С.Р.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхне пĕрремĕш вырăн панă. Ку вăл асăннă хуçалăхшăн пĕрремĕш çĕнтерÿ кăна мар, пĕлтĕр, сăмахран, призлă иккĕмĕш вырăн йышăннă пулнă. Çапла вара, куратпăр, хуçалăх производствăпа экономика кăтартăвĕсене çулран-çул çирĕплетсе, лайăхлатса пырать.
Савăнăçлă мероприятире Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе» Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн директорне Николай Фомина та наградăланă.
Асăннă çитĕ- нÿсене комментарилесе, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов çакна палăртнă:
«Эпир хăйсен хастар ĕçĕпе тата ĕçе парăннипе республика шайĕнче хисепе тивĕçнĕ аграрисемпе мăнаçланатпăр. Ку наградăсем - Тăвай округĕн ял хуçалăхĕн пысăк вăй-хăватне тата малалла аталанма стимул пуррине кăтартса параççĕ. Награда илнисене пĕтĕм чун-чĕ-ререн саламлатăп тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!»
Уявăн мероприяти картинче ял хуçалăх продукцийĕн анлă куравне йĕркеленĕ. Унта пирĕн округри «АККОНДСĔТ» ОООн пысăк пахалăхлă сĕт продукчĕ-сене те анлăн кăтартнă.