Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2026 çулта Республика кунне уявласси çинчен калакан указа алă пуснă.
Унта праçник мероприятийĕсен тĕп площадкисене палăртнă. Çитес çул Шупашкар хули тата Шупашкар округĕ уяв центрĕсем пулĕç. Шупашкар округĕ çак чыса конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ. Муниципалитетсем грант илĕç, ăна вĕсем хăйсен инфратытăмне аталантарма ярĕç.
Аса илтеретпĕр: Республика кунне Чăваш Ен çуллен июнĕн 24-мĕшĕнче паллă тăвать. Вулакансем астăваççĕ пулĕ, Республика кунне 2022 çулта уявланă чухне пирĕн Тăвай округĕ Шупашкар хулипе пĕрле уяв центрĕ пулнă.
2026 çулта Чăваш автономине туса хунăранпа 106 çул çитнине паллă тăвăпăр.