Владимир хулинче чÿк уйăхĕн 1—5-мĕшĕсенче Тăван çĕршыв хÿтĕ-левçисен çулталăкне тата Регионсем хушшинчи çамрăксен «Дом мира» общество организацийĕ 25 çул тултарнине халалласа Пĕтĕм тĕнчери «Сотворчествăн» II фестивалĕ иртрĕ.
Регионăн тĕп хулине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен Санкт-Петербургран пуçласа Камчатка таран, Хакаси, Тутарстан, Ингушети, Кабардин-Балкар, Удмурт Республикисенчен 300 ытла çын çитнĕ.
Çавăн пекех Арменирен, Белоруссирен, Туркменирен тата Китайран пулнă. Экспертсем хушшинче — Мускавпа, Японири тата Сербири паллă ÿнер ăстисем. Фестиваль харăсах икĕ проект площадки пулса тăчĕ.
Фестивальпе килĕшÿллĕн ăсталăх класĕсем, «Историческая память и культура как ресурс гражданского единения народов» конференци, культурăпа вĕрентÿ мероприятийĕ-сем, «Улыбка Победы» тата «Истина рождается в дебатах» конкурссен финалĕсем иртнĕ.
Тăвари ача-пăча ÿнер шкулĕн «Тайна» вокал ансамблĕн солисчĕ-сем Егор Ивановпа Игорь Степанов «Улыбка Победы» (ертÿçи Г.Н.Никонова) конкурсăн II степень лауреачĕсем пулса тăнă. Çакă Тăвайри çамрăк музыкантсемшĕн тата коллектившăн пысăк çитĕнÿ.