Иртнĕ эрнесенче хамăрăн Тăвай округĕн-че те, республикăра та ял хуçалăх ĕçченĕн кунне уявларĕç, йăлана кĕнĕ йĕркепе хастаррисене, пултаруллисене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç. Çакăн пирки хаçатсенче те çырчĕç. Професси кунне пирĕн «Кубнинский» агрофирма ĕçченĕсем те начар мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç, вĕсем уй-хирте те, выльăх-чĕрлĕх фермисенче те тăрăшса ĕçлерĕç.
Манран кăна килет пулсан, эпĕ вĕсене пурне те уяв кĕрекине чĕннĕ пулăттăм. Çапла кăçал сĕт те, аш-какай та иртнĕ çулхинчен нумайрах туса илнĕ, ĕнесен продуктивлăхĕ чылай ÿснĕ тата вăл пĕчĕк те мар. Фермăра халĕ сăвакан 100 ĕне усраççĕ, пурĕ вара тĕрлĕ ÿсĕмри мăйракаллă шултра выльăх тăватçĕр пуç патнеллех. Вĕсене хальхи вăхăтра витере усраççĕ. Чи кирли — хĕл каçа выльăхсене тăрантарса усрама утă-улăм та, силоспа сенаж та, фуражлăх тырă та çителĕк- лĕ хатĕрлесе хунă. Утă-улăма пресласа ферма çывăхнех турттарса купаланă. Ку тĕлĕшпе халичченхи пекех Александр Афонин механизаторăн тÿпи пысăк, ырми-канми ĕçлекен çын вăл, пур ĕçе те ĕлкĕрет тата тĕплĕ тăвать. Хальхи вăхăтра вăлах куллен выльăхсене апатланă çĕрте тăрăшать: утă-улăм илсе кĕрсе парать тата Николай Иванов механизаторăн раздатчикĕ çине сĕтеклĕ апат тиесе тăрать, вăл вара ăна витесене кĕртсе парать. Рационпа килĕшÿллĕн выльăхсем утă-улăм та, сĕтеклĕ апатсем те, фуражлăх пусыпкă та çиеççĕ, лайăх пăхнăран продукци хушаççĕ. Фермăра дояркăсем халичченхисемех: Любовь Краснова, Светлана Иванова тата Людмила Краснова. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурте чылайранпа ĕне пăхаççĕ, хăйсен ĕçĕнчи ăстасем пулса тăнă, ферма шанчăкĕ шутланаççĕ. Ĕнесене машинăпа сăваççĕ, тĕплĕ те кал-кал ĕçлеççĕ. Вĕсем пек ĕçченни Виктор Иванов та пур. Виктор Васильевич самăртакан ушкăнри выльăхсене те тата пăруламалли пушмак пăрусене те пăхать, хăйĕн ĕçне йĕркене пăхăнса лайăх пурнăçлать. Унăн аллинчи выльăхсем ăнăçлă аталанаççĕ.
Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулни çавăнтан та лайăх — выльăхсен йышне тата продукци илессине хушса пыма пулать. Ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырассишĕн тăрăшаççĕ те фермăра.