Тăвайри тĕп библиотекăра Раççей Банкĕ 160 çул тултарнине халалласа «Вăхăт тата укçа-тенкĕ» («Время и деньги») фотокурав уçăлнă.
Проекта Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн Атăлпа Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи Уйрăмĕн-Наци банкĕн пуçарăвĕ-пе йĕркеленĕ. Курав укçа-тенкĕ туса кăларнин историйĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарать. Ăна темиçе блокпа вырнаçтарнă. Вĕсенче укçа-тенкĕпе усă курнинчен пуçласа Раççей банкĕн ку чухнехи çĕнĕ технологийĕсем таранах кăтартнă. Куравпа чи малтанах Николай Афанасьев ячĕллĕ Тĕмерти вăтам шкулти вĕренекенсем паллашрĕç те ĕнтĕ. Ăна ыттисем те пирĕн вулавăшра курма пултараççĕ.