Шалти ĕçсен тытăмĕнчи служба ветеранĕсем уяв кунĕн- че, чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейне пухăннă.
Тăвайри полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Вениамин Обаськин подполковник професси уявĕ-пе саламланă, служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисене Тав хучĕсем панă.
Музей заведующийĕ Владимир Федоров хăй вăхăтĕн-че çул-йĕр çинче йĕркелĕхе çирĕплетессипе ГАИре чылай тăрăшнă. Обществăри халăх канлĕхĕшĕн тăрăшакансен служба тивĕçĕсене лайăх пĕлет. Право йĕркине сыхлас енĕпе ветерансене те хастар пулма суннă. Килнĕ хăнасемпе залсем тăрăх экскурси ирттернĕ вăл. Çар мухтавĕн залĕ — Тăван çĕршыв хÿтĕ-левçисен паттăрлăхне упракан тата кăтартакан вырăн. Астăвăмпа истори экспоначĕ- сем кунта: паттăр ентешсене халалланă стендсем, сăн ÿкерчĕксем, фронтран килнĕ çырусем, наградăсем. Йĕркелĕх хуралĕнче чăн-чăн хăюлăх кăтартнисен, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнисен хушамачĕсем те çырăннă унта.
Сĕнÿсен кĕнекине право службин ветеранĕсем чĕререн тухакан сăмахсем çырса хăварнă: «Професси кунĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă çулсене аса илтĕмĕр. Экспонатсем хушшинче хамăр ĕç- хĕлпе çыхăннă самантсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем йăлана кĕни кăна мар. Ку вăл ăрусен çыхăнăвĕ те, саккунпа йĕркене хÿтĕлекенсен опытне хисеплени те».
Владимир ФЕДОРОВ