ТĂВАЙ ОКРУГĔНЧИ ХУÇАЛĂХСЕМ 2025 ÇУЛХИ 10 УЙĂХРА ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ПРОДУКЧĔСЕМ ТУСА ИЛНИНЕ КĂТАРТНИ
Чи пĕлтерĕшли çакă — ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ- сем пĕтĕмĕшле сĕт туса илессипе кăçалхи малтанхи уйăхсенче иртнĕ çулхинчен юлса пынине пĕтерме пултарчĕç. Ку вăл лайăх çитĕнÿ. Вунă уйăхра халĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 172,6 тонна сĕт ытларах та туса илнĕ. Пĕтĕмпе вăл 16386,7 тоннăпа танлашать, ÿсĕм 1,1 процент. Çулталăк вĕçлениччен сăвăм тата та ытларах хăпарасса шанма пулать, мĕншĕн тесен кăçалхи октябрь уйăхĕнче пĕр ĕне пуçне пĕлтĕрхинчен 85 килограмм нумайрах суса илнĕ, уйăхри вăтам сăвăм 644 килогрампа танлашнă. Ку ÿсĕмлĕ туртăм малалли уйăхсенче те упранса юласса шанас килет. Округра чи нумай сĕт туса илекен «Акконд-агро фирма» акционерлă общество та çулталăк пуçламăшĕнче сахалрах сунине пăрахăçланă, халичченхи пекех ÿсĕмлĕ ĕçлеме тытăннă, продукци 1,4 процент хушăннă, пĕтĕмпе 7113,3 тоннăна çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ, унăн 10 уйăхри кăтартăвĕ 3424,3 тоннăпа танлашать, ÿсĕм 2,6 процент. Ыттисем те чылайăшĕ продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшне хăпартса пыма тăрăшаççĕ. Выльăхсене лайăх пăхса тата тăрантарса усранă никĕс çинче çапла пулмалла та вăл. Малта пыракан коллективсенчи ĕнесен продуктивлăхĕ халех ĕнтĕ 8 пин килограма çывхарса пырать.
Округри хуçалăхсенче аш туса илессине ÿстерме те резервсем çук мар. Апат фуражлăх тырă таранах çителĕклĕ, витесем ăшă, интенсивлă технологипе самăртнă никĕс çинче выльăхсем чылай лайăхрах ÿт хушасса кĕтме пулать.