1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 8:56

Юсав ĕçĕпе пахалăхĕ - пысăк тимлĕхре

 

Тăвайри тĕп больницăн поликлиникине юсасси малалла пырать.

Çакă лайăх - паянхи кун тĕлне чылай ĕçе вĕçленĕ кунта: электроэнерги парса тăрассине, пушар сигнализацине, коммуникацисене - шывпа тата ăшăпа тивĕçтерессине, таса мар шыва юхтарса кăларассине улăштарнă, лайăхрах та шанчăклăрах тунă. Отделка ĕçĕсене те вĕçлесе пыраççĕ, пÿлĕм- сен стенисене сăрласси тата чÿречесен витражĕ- сене вырнаçтарасси юлать. Пырса кĕнĕ çĕрти çивиттине улăштарассипе те ĕçлеççĕ.

Ĕнер округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов та асăннă объектра пулнă. Вăл районсем хушшинчи Канашри медицина центрĕн тĕп врачĕ- пе Рената Федоровапа тата подряд организацийĕн представителĕсемпе пĕрле поликлиникăри юсав ĕçĕсене пăхса çаврăннă, пурнăçламалли ĕçсене сÿтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, поликлиникăри юсава «Вăрăм тата хастар ĕмĕр» наци проекчĕпе килĕшÿл- лĕн пурнăçлаççĕ, вăл пациентсемпе медицина персоналне хăтлă условисем туса парассипе, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă.

Поделиться:
Распечатать