Çак кунсенче Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсен çемйинче юратнă ывăлне, савнă мăшăрне Даниила Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйсен службинчен кĕтсе илнĕ.
Даниил шкултах лайăх вĕреннипе, пултаруллă спортсмен пулнипе палăрса тăнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче строительнăй факультетра вĕренсе, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
«Çĕршыва хÿтĕлекенсем халăхра хисеплĕ, çакна туйса илтĕм. Шăпа тени Китай чиккинчи Байкал леш енчи чикĕ хуралĕн заставине илсе çитерчĕ»,— пуçларĕ калаçăва çар тумне те хывма ĕлкĕреймен салтак. Тĕлех тата погранслужбăра пулнă çамрăкпа тĕл пулма «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Тăвай округĕнчи уйрăмĕн председателĕпе Геннадий Николаевпа çак çар тытăмĕн ветеранĕ-сем те çитрĕç. Çар тивĕçне пурнăçлани, пулас шухăш-тĕллев пирки калаçу малалла тăсăлчĕ.
Даниил Сергеевич Раççей Федерацийĕн патшалăх чикки урлă каçма хăтланнă икĕ çынна тытса чарма хутшăннă. Çавăн пекех икĕ уйăх хушши виçĕ çĕршывăн — Раççей-Китай-Монгол çар вĕрентĕвĕсене хутшăннă.
— Даниил, эсĕ шкул вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче палăраттăн. Çирĕп кăмăл-туйăм, вăй-хал çар службинче кирлех ĕнтĕ?
— Паллах. Çавăнпа çамрăксене спортпа туслă пулма сĕнетĕп. Вĕренÿ центрĕнче пулнă вăхăтра волейбол ăмăртăвĕнче хамăр командăпа темиçе хутчен призлă вырăн йышăнтăмăр. ГТО нормативне «ылтăнлăх» пурнăçларăм, сĕтел çи тенниспа 2-мĕш пултăм.
Даниил яланах хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрса ытти боецсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртса çырнă Тав çырăвĕсене ашшĕпе амăшĕ — Сергей Павловичпа Эльвира Николаевна Кирилловсем, мăшăрĕ Виктория патне çитернĕ часть командованийĕ.
«Погранслужбăна лекнĕшĕн мăнаçланатăп»,— терĕ юлашкинчен ĕнерхи чикĕ хуралçи.
Округри пограничниксен пĕрлĕхĕ ячĕпе Геннадий Андреевич кил пуçне, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул директорне Сергей Павловича «За патриотическое воспитание подрастающего поколения», ывăлне Даниил Кириллова «За службу пограничных войсках» общество медалĕсемпе наградăларĕ. Мăшăрне «Жене пограничника» медаль пачĕ. Сăмах май, кил хуçи хĕрарăмĕ Эльвира Николаевна та мăшăрĕ пекех кун-çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнă. Чи пултаруллă чăваш чĕлхипе литература учителĕ-сенчен пĕри, нумай çул вĕрентекенсен методика пĕр- лĕхне ăнăçлă ертсе пырать.