1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 8:54

Çул-йĕр куçăмне — тивĕçлĕ тимлĕх

 

Виçĕмкун Тăвайра округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынипе çул-йĕр куçăмне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ.

Унта комисси членĕсемсĕр пуçне çул-йĕр организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Ларура хальхи çул-йĕрпе транспорт лару-тăрăвне тишкернĕ, Тăвай округĕн территорийĕнче çуран çÿрекен çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли комплекслă мерăсене тата автоçулсене хĕллехи тапхăра хатĕрлессине сÿтсе явнă. «Çулсем çинчи хăрушсăрлăх — чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Инкеклĕ ĕçсен хисепĕ ÿссе пыни пирĕнтен васкавлă мерăсем йышăнма кăна мар, ку тĕлĕшпе профилактикăна куллен тата туллин туса пыма ыйтать»,— тенĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.

Статистика даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра округра 4 çул-йĕрпе транспорт инкекне регистрациленĕ, пĕлтĕр ку тапхăрта ун пекки пĕрре пулнă. Ларăва хутшăннисем çул-йĕр-пе транспорт инкекĕсене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсене кăтартса панă: руль умне ÿсĕрле ларни, хирĕçле çул çине тухни, ачасене илсе çÿремелли правилăсене пăсни, çуран çÿрекенсем йĕркене пăхăнманни тата ытти те.

Сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх комисси йышăнусем тунă. Вĕсен шутĕнче:

хĕллехи тапхăрта çулсене пăхса тăрассине вăйлатасси, трассăсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси тата пăрлакран тивĕçлĕ тытасси; çул çинче йĕркене пăснине тупса палăртасси тата çав çитменлĕхсене пĕтерме ГИБДДпа пĕрле рейдсем ирттересси; водительсемпе çуран çынсем хушшинче, çав шутра ĕç коллективĕсемпе вĕренÿ заведенийĕсенче тĕлпулусем йĕркелесех, çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăхăнассипе информаци кампанийĕ ирттересси; çулсем çинчи çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермешкĕн çул-йĕр организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлессине вăйлатасси.

Çул-йĕр организацийĕсен представителĕсем кăткăс çанталăк условийĕсенче çулсем çинче талăкĕпех ĕçлессине йĕркелеме, трассăсене вăхăтра тасатса тата ĕçлесе типтерлесе тăма хатĕр пулнине шантарнă.

Поделиться:
Распечатать