1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:07

Çутă та, шанчăклă та

Тăвайри вăтам шкулта кĕрхи каникул вăхăтĕнче çутă кĕртессине вĕçленĕ — пур вĕренÿ класĕнче те, актовăй залра та, фойепе коридорсенче те энерги перекетлеме май паракан ку чухнехи лампăсем вырнаçтарнă.

«Пĕтĕмпе 3 миллион ытла тенкĕлĕх 805 единица çутă оборудованийĕ вырнаçтартăмăр»,— каласа парать шкул директорĕ Евгений Николаевич Моряков.

Çĕнĕ çутă тытăмĕ вĕренÿ процесĕшĕн хăтлă условисем туса парать: шкул ачисен куçĕсем çине тивекен нагрузкăна чакарать тата занятисенче тимлĕхе ÿстерет. Ĕçсене те шкула малтан юсанă чухне перекетленĕ укçа-тенкĕпе усă курса пурнăçланă. Кăçал шкулта 18,7 миллион тенкĕлĕх тĕп юсав тунă пулнă, чÿ- речесене, çивиттине, кĕнĕ çĕре улăштарнă. Çаксем пĕтĕмпех вĕренÿ условийĕсемпе шанчăклăхне лайăхлатма пулăшаççĕ.

Поделиться:
Распечатать