1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:10

Экономика валли — кадрсем

Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ Чăваш Енре 2025 çулта ăнăçлă иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ процесĕнче регион вĕренÿ пахалăхĕ тĕлĕшпе тата хăйĕн позицийĕсене çирĕплетес енĕпе ÿсĕмсем кăтартнă. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан эрнесерен ирттерекен планеркăра республикăн вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Гришин пĕлтернĕ.

Йĕркене пăсмасăр, пăтăрмахсăр иртнĕ экзамен кампанине 5 пин ытла вĕренекен хутшăннă. Выпускниксен 99,65 проценчĕ вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестат илнĕ, çакă вăл иртнĕ çулхи кăтартусенчен ытларах (99,44 процент).

Максим Гришин Чăваш Енре вĕренÿ пахалăхĕ самай лайăхланнине палăртнă: регионти ЕГЭн вăтам балĕсем пур предметпа та тенĕ пекех Раççейри вăтам кăтартусенчен пысăкрах пулнă.

Математика тата ăслăлăх ярăмĕсен предмечĕсене пама суйласа илнĕ выпускниксен тÿпи енĕпе республика Раççей лидерĕсен йышне кĕнĕ. Муниципаллă йĕркеленÿсем хушшинче Çĕрпÿ, Куславкка муниципалитет округĕсем тата Çĕнĕ Шупашкар хули чи лайăх кăтартусемпе палăрнă. Красноармейски муниципалитет округĕ профильлĕ математикăпа иккĕмĕш çул чи лайăх кăтартусем тăвать (77,34 балл).

Физикăпа хими кăтартăвĕсем уйрăмах аван: 100-бальниксен шучĕ 12 çын таран ÿснĕ, 2024 çулта 5-ĕн пулнă.

2025 çулта аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ шкул пĕтерекенсенчен 44 проценчĕ техника тата ăслăлăх специальноçĕсене суйласа илнĕ. Чăваш Енри аслă шкулсенче малалла вĕренекенсен йышĕ 288 çын чухлĕ ÿснĕ.

Математикăпа тата физикăпа 73 вĕренекен экзаменсенче 70 ытла балл пухнă. Республикăри аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ пĕрремĕш курсри 73 студент Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

«Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн ăнăçлă кăтартăвĕсем Чăваш Енри педагогсен пысăк ăсталăхне кăтартаççĕ тата регионти вĕрентÿ тытăмĕн ятне-сумне çирĕплетме пулăшаççĕ»,— палăртнă вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Гришин.

Аслă пĕлÿ тытăмĕ пирки каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет округĕ-сен тата влаçăн ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисен тĕллевлĕ вĕрентÿ ĕçĕ çине тимлеме хушнă.

«Муниципалитет пуçлăхĕсемпе профильлĕ министерствăсен ертÿçисен чи малтанах регион ыйтакан специалистсем хатĕрлессине планлас ĕçе хастар хутшăнмалла. Кадрсен ыйтăвне комплекслă татса пама пур хатĕрпе те усă курмалла, çав шутра вăтам професси пĕлĕвĕ памалли майсемпе те. 3-5 çул хушшинче тĕрлĕ сферăра кадрсен йышне лайăхлатас енĕпе пысăк ÿсĕм тума пулать, анчах ун валли маларах планлани, активлă ĕçлени тата лару-тăрăва тăтăшах мониторинг туни кирлĕ»,— пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Поделиться:
Распечатать