СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалласа Чăваш академи драма театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕ-сен «Чĕкеç» фестивалĕ иккĕмĕш хут иртрĕ. Пуçласа ăна 2023 çулта В.К.Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланăччĕ.
Фестивальпе килĕшÿллĕн те, юратнă артистка çуралнăранпа 102 çул çитнĕ ятпа та Енĕш Нăрваш ялĕнчи халăх театрĕнче (режиссерĕ Зоя Васильева) «Сăваплă та, мухтавлă та юратнă Вера Кузьмина!» ярăмпа иртнĕ эрнере тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче фестиваль хăнисене çăкăр-тăварпа, илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Сумлă ентешĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçал ял çыннисен пуçарăвĕпе уçнă музей экспозицийĕсемпе паллаштарнă пухăннисене. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем, Алтай республикинчи наци драма театрĕн коллективĕ хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисткин Нина Михайловна Яковлеван асаилĕвĕ те тарăн йĕр хăварчĕ кашнин чĕринчех. Вăл Вера Кузьминапа Енĕш Нăрваша темиçе хутчен килсе курнине, кашнинчех ăшшăн кĕтсе илнине, паллă артисткăн ырă чунлăхне палăртрĕ. Фестиваль хăнисене ял старости Надежда Чернова, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕ Оксана Кириллова тав турĕç, тăван ен культурине аталантарас енĕпе çакăн пек мероприятисем йĕркелесе ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç.
Кăçал паллă ентеше халалланă музей экспозицине уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев килнĕ. «Вера Кузьминична — чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Пирĕн ĕмĕрех çуталса тăракан çăлтăр вăл»,— тенĕ Республика ертÿçи ял халăхне сăваплă ĕçĕшĕн мухтаса.
Алтай Республикинчен килнĕ «Тюрк кабай» этноансамбль артисчĕсем хăйне евĕрлĕ халăх музыка инструменчĕсемпе вĕрсе, выляса аваллăха илсе çитернĕ. Пирĕн несĕлсен ахрăмĕ илтĕннĕ кĕвĕсен ярăмĕнче. Карланкăран тухакан сасăпа юрласа та тĕлĕнтерчĕç. Эпир «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕ-пе хамăр енчи чăваш ташшине ташлаттартăмăр хăнасене.
Çав кун чăннипех те Тăвай çĕрĕ пысăк çĕршыври тĕрлĕ халăхсен искусствипе йăли-йĕркине пĕрлештерсе тăракан вырăн пулса тăчĕ.
Регионсем хушшинчи наци театрĕсен «Чĕкеç» фестивалĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхне Тăвайне килсе кăтартни чăннипех те пысăк чыс. Театра юратакансем кунти культура çуртне туллиех пухăннă. Вĕсем Алтай тăрăхĕн- чи артистсен хăйне евĕрлĕ культурипе, чĕлхе пуянлăхĕпе паллашнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем вара куракансене «Карчăксем качча каяççĕ» камитпе култарса та, пăшăрхантарса та илчĕç.
Вера Кузьминична пĕтĕм пурнăçне искусствăна панă. Çĕр-çĕр сăнар пурнăçне чĕре витĕр кăларнă. Çакă вара пĕрре те çăмăл мар. Драма театрĕн сцени çинче 74 çул вылянă. СССР халăх артисткин ятне тивĕçнĕ, IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă, вăл — Раççей Наци театрĕн «Ылтăн маска» преми лауреачĕ.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов çак фестиваль халăхсен культурипе йăли-йĕркине кăна мар, регионсен хушшинчи пĕрлĕхе татах та çирĕплетнине пĕлтерчĕ, артистсене сывлăх, ĕçре тата пултарулăхра паллă çитĕнÿсем сунчĕ.
Çитес «Чĕкеç» фестивале 2027 çулта ирттерме йышăннă.