Финанс хăрушсăрлăхĕ, ытти темăсем
Юнкун республикăра, вăл шутрах пирĕн Тăвай округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа ирттернĕ тĕлпулусенче ку хутĕнче граждансен финанс хăрушсăрлăхĕпе, ултавран сыхланассипе, налук саккунĕнчи улшăнусемпе, вăрăм сроклăх çĕнĕ перекет программипе, коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнин пахалăхĕпе, ачаллă çемьесене хушма пулăшу парассипе çыхăннă актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕплĕнрех вĕсем çинчен район хаçатĕнче кун çути куракан материалсенче тата округ администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать.
Пĕрлехи информаци кунĕнче финанс хăрушсăрлăхĕпе тата ултавсенчен сыхланассипе çыхăннă тема вара уйрăм тимлĕх- ре пулнă. Район хаçатĕн-че асăннă темăпа çыхăннă материалсем тăтăшах пичетленеççĕ. Çав вăхăтрах ултавлă схемăсем те çивĕчленсех, кăткăслансах пыраççĕ, округра пурăнакансем вĕсене пула çуллен нумай укçа-тенкĕ çухатаççĕ. Республикипе илсен, кăçал кăна çынсем дистанциллĕ ултав операцийĕсене пула 870 миллион тенкĕне яхăн укçана «çилпе вĕçтернĕ», ултавçăсен кĕсйине ăсатнă. Çакă вăл çынсен пурнăçне тата шанăçне вăйлă хуçать. Пĕрлехи информаци кунĕнче сăмах илнисем право сыхлав органĕсемпе пĕрле профилактикăна татăклăн вăйлатма кирлине палăртнă.
Ку тĕлĕшпе округ ад-министрацийĕн финанс пайĕ мероприятисене координацилесе тăрассишĕн яваплă пулса тăма пултарать. Çапла майпа специалистсем полицире ĕçлекенсемпе пĕрле предприятисенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусем йĕркелесе финанс хăрушсăрлăхĕпе, ултавçăсенчен сыхланассипе ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Ялсенче çынсемпе тĕл пулнă чухне те çак ыйтусене хускатаççĕ, тĕплĕн ăнлантарса параççĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартаççĕ. Çак ĕçех вырăнти пуçаруллă çынсем те хăйсен ирĕкĕпе туса ирттереççĕ. Иккĕленÿл- лĕ тĕслĕхсем çинчен право сыхлав органĕсене те çийĕн- чех пĕлтерме пултараççĕ. Пĕрле кĕрешсен, ултавçăсен çулне пÿлме çăмăлрах. Çакна та асра тытни кирлĕ: хăвăрăн даннăйсемпе кодсене пĕлмен çынсене ан парăр, телефонпа ыйтнипе укçа куçарса пама ан васкăр, иккĕленÿллĕ лару-тăрура калаçăва татăр тата информацие официаллă çыхăнусем урлă тĕрĕслеме тăрăшăр. Пĕрле эпир хăрушлăха, ултава сирме е чылай чакарма пултаратпăр.
Пĕрлехи информаци кунĕнче хускатнă ыйтусене «Тăвайри кооператив» потребобщество коллективĕнче те (сăн ÿкерчĕкре) сÿтсе явнă.