1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:06

Халăха — таса шыв

Элпуçĕнче халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли тытăмăн тĕп объекчĕсене — башньăпа шыв илмелли скважинăна тĕп юсав тăвассипе малалла ĕçлеççĕ.

Ку эрнере скважинăна насус ăнăçлă вырнаçтарнă. Çавăн пекех специалистсем башньăна та хăпартса лартнă. Пĕр вăхăтрах скважинăн шыв сыхлав зонине карта тытса çавăрассипе те тимлеççĕ.

Проекта Чăваш Республикин республика бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçа кĕртеççĕ, çакна валли 2525000 тенкĕ уйăрнă.

Çапла вара ялта пурăнакансем кĕçех ырă улшăнăва туйса илĕç — вĕсене ĕçмелли таса шывпа татти-сыпписĕр тата шанчăклă тивĕçтерсе тăма тытăнĕç.

Поделиться:
Распечатать