Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультечĕн техника сервисĕн кафедрин преподавателĕ-сен ушкăнĕ усăллă хатĕрсем тăтăшах шухăшласа кăларать.
Хальхинче çавнашкал икĕ çĕнĕлĕхе патентланă.
Пĕри — «Хăмла типĕтмелли мобильлĕ хатĕр». Вăл ĕçе чылай çăмăллатать — «симĕс ылтăна» ăçта пухнă, çавăнтах типĕтме май парать. Унпа ял хуçалăх культурисене е эмел курăкне типĕтмешкĕн те усă курма пулать.
Тепĕр патент — «Нефть продукчĕсенче механика хутăшĕсем пуррине тĕрĕслемелли хатĕр». Вăл дизель тата карбюратор двигателĕсенче усă куракан нефть продукчĕсене тĕрĕслеме кирлĕ. Патент докуменчĕсене университетăн наукăпа тĕпчев уйрăмĕн специалисчĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ.