1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:15

Командăпа та, харпăр хăйшĕн те

 

«Аль» спорт шкулĕнче сĕтелçи тенниспа Тăвай муниципалитет округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Унта хутшăнакансем тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнĕсем хушшинче тупăшнă, вăйлисем наградăсене тивĕçнĕ.

Ăнăçлă ăмăртнă командăсем (шкулсем хушшинче): 1-мĕш вырăн — Çĕнĕ Пуянкасси, 2 — П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвай, 3-мĕш — Тушкил шкулĕсем.

Харпăр хăйшĕн тупăшса арçын ачасенчен малти виçĕ вырăна М.Гордеев (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ), А.Игнатьев (Тушкил), П.Максимов (Çĕнĕ Пуянкасси) тата хĕр ачасенчен М.Дмитриева (Тăвай шкулĕ), М.Данилова (Çĕнĕ Пуянкасси), А.Михайлова (Тăрмăш) йышăннă.

Харпăр хăйшĕн ăмăртса хĕрарăмсем хушшинче малтисем: А.Афанасьева, О.Никифорова, О.Ломоно-сова.

Арçынсенчен — С.Алексе-ев, Е.Николаев, А.Соколов.

Командăпа выляса пьедестал çине Э.Буинцевпа А.Соколов, А.Перцевпа Е.Николаев, С.Алексеевпа Е.Петров хăпарнă.

Поделиться:
Распечатать