Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 9—11 классенче вĕренекенсем хушшинче «Эпĕ — пулас налук тÿлекен» презентацисен конкурсĕ иртнĕ. Ăна Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕ налук пĕлĕвне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса Раççей ФНС 35 çул тултарнипе те çыхăнтарнă. Раççей Президенчĕн 2000 çулхи указĕпе килĕшÿллĕн çуллен ноябрĕн 21-мĕшĕнче налук органĕсен сотрудникĕсен кунне паллă тăваççĕ.
Конкурсăн заочнăй тапхăрне 170 ытла ĕç тăратнă. Жюри чи лайăх 10 финалиста суйласа илнĕ. Вĕсем налук управленийĕнчи конкурс комиссийĕ умĕнче хăйсен проекчĕ-сене хÿтĕленĕ. Хÿтĕлев вăхăчĕ — 10 минут. Çак хушăра Тăвайри вăтам шкулти 9-мĕш «Б» класри Максим Моряков 90 балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Маттур! Республикăри тупăшăва ăна историпе обществознани учителĕ Ирина Геннадьевна Федотова хатĕрленĕ.
Максим спорт енĕпе те ытти-семшĕн тĕслĕх. Округра иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче пысăк кăтартусем тăвать. Уйрăмах çăмăл атлетикăпа, волейболпа кăсăкланать. Кăçал та пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ- сен пьедесталĕнче пулчĕ вăл.