Кăçалхи нояб-рĕн 28-мĕшĕнче вырăссен паллă поэчĕ Константин Симонов çуралнăранпа 110 çул çитет. Вăл хăй вăхăтĕн-че паллă общество деятелĕ те пулнă. Социализмла Ĕç геройĕ ятне тивĕçнĕ. Унăн çакăн пек чаплă кĕнекесем пур: «Санпа тата сансăр». Унта пысăк вырăн йышăнать поэмăсемпе гражданла сăвă пуххисем. «Туссемпе тăшмансем» кĕнекере чаплă сăвăç, Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа эпикăлла сăнласа парать, социаллă кăмăл-сипет конфликчĕсене те уçса кăтартать. «Кунсемпе çĕрсем», «Чĕррисемпе пуç хунисем» роман-трилоги те пирĕн халăхăн юратнă кĕнекисем пулса тăчĕç. Паллă сăвăçăн юбилейĕ тĕлне эпĕ унăн «Кĕт мана» хайлавне чăваш чĕлхине юратса куçартăм.
Владислав ПАСТУХОВ-АНАТКАС