Маршрутсем сарăлсах пыраççĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата регионти Правительство членĕсем «Транспорт эрни-2025» тĕп отрасль форумне хутшăннă. Çулленех транспорт сферинче çак мероприяти федераллă ведомствăсен представителĕсене, регионсен тата пысăк компанисен ертÿçисене, экспертсене Раççей транспорт комплексĕн аталанăвĕн актуаллă ыйтăвĕсене пĕрле сÿтсе явма пухать. Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра 5 çул хушшинче транспорт отраслĕнче нумай ырă улшăну тума май килнĕ.
«Шупашкарти аэропорта анлă реконструкци тунă. Пассажирсен юхăмĕ тата тĕрлĕ енне çÿресси çуллен ÿсет. Çитес çултан Шупашкартан Новосибирска çĕнĕ рейс уçăлать — вĕçевсене республикăшăн çĕнĕ «Сибирь» авиакомпани пурнăçлать. Самолетсем тăмалли вырăна тата пăрăнмалли çула тĕп юсав тăвасси малалла пырать, çавна май аэропорт пĕр вăхăтрах иккĕ вырăнне 8 самолет таран йышăнма пултарать»,— палăртнă Олег Николаев.
Çĕнĕ маршрута шута илсе 2026 çултан пуçласа Шупашкартан Сочи, Калининград, Махачкала, Минеральные Воды, Сургут, Новосибирск хулисене вĕçĕпĕр. Асăннă авиарейссене федераци программи пулăшнипе йĕркелеççĕ, федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа уйăраççĕ. Авиавĕçевсем çавăн пекех субсидилемен маршрутсемпе Шупашкартан Мускав тата Санкт-Петербург хулисене пулаççĕ.
Чăваш Ен — троллейбус паркне хулан тĕп транспорчĕ шучĕпе упраса хăварнă регионсенчен пĕри. 2020 çултан пуçласа республика нушисем валли 221 çĕнĕ троллейбус туяннă. Çакă, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус паркне 100 проценчĕпех çĕнетме май панă. Регион çĕршывра çынсене троллейбуспа тивĕçтерессипе лидер пулса тăнă.
Çынсене юханшывпа турттарассине аталантарас тĕлĕшпе те тимлесе ĕçлеççĕ. Раççей Минпромторгĕ пулăшнипе республика Правительстви пассажирсене регионсем хушшинчи шывпа илсе çÿ- рессине вăйлатса пырать. Шыв айĕнчи «Валдай 45Р» çунатлă карапсем иртнĕ навигаци сезонĕнче пилĕкçĕр ытла рейс тунă, 20 пине яхăн çынна турттарнă. Пассажирсем шыв транспорчĕ-пе çÿресси çуллен нумайланса пыни курăнать. Шыв теплохочĕсемпе килекен туристсен хисепĕ те ÿснĕ. Шыв порчĕ кăçал туристсен 699 теплоходне йышăннă. Чăваш Ен тĕп хулинче 97 пин ытла хăна чарăннă.
«Республикăн транспорт инфраструктурине çĕнетсе пыратпăр, хăтлă тата куçса çÿреме меллĕ, Чăваш Ене хăнасемшĕн, бизнеспа туристсемшĕн илĕртÿл- лĕ тăватпăр»,— тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Форумра эксперт канашĕсен ларăвĕсем, çавра сĕтелсем, лекцисем, сессисем — тĕрлĕ форматлă 30 ытла ĕçлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш Ен делегацийĕ те тĕрлĕ дискуссисене хутшăнать, малта пыракан опытпа паллашать, хăй те хăш-пĕр проектсемпе çитĕнÿсене кăтартать. Конференци вăхăтĕнче пассажирсене илсе çÿрессине аталантармалли малашлăхлă майсемпе туртăмсене сÿтсе яваççĕ. Çакна та палăртăпăр: çитес тăватă çул хушшинче республика Правительстви «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿл-лĕн тата 260 автобус туянать, çак шутран 92-шне çулталăк вĕçленичченех илет.