Тăвай муниципалитет округĕнчи пĕрлештернĕ командăсем хушшинче 2025 çулхи сезонра мини-футболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем пуçланнă.
Вĕсене ирттересси округра йăлана кĕнĕ, çакă халăхра мини- футболла выляссине сарма, çынсен пушă вăхăтне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме, спорт ăсталăхне ÿстерме, вăйлă командăсене палăртма май парать. Мини-футболла выляса мала тухассишĕн кăçалхи сезонра пĕрлештернĕ тăватă команда кĕрешет – «Аль» СШ, Тăрмăш, «Аль» ФСК, Тăвай ветеранĕсем. Шăпа янă тăрăх ăмăртусем графикпе килĕшÿллĕн ытларикунпа кĕçнерникун иртеççĕ,18.00 сехетре пуçланаççĕ. Командăсем Тăвай муниципалитет округĕн-че çуралнă тата пурăнакан çынсенчен тăраççĕ.
Пĕрремĕш тĕлпулура Тăрмăшпа «Аль» спорт шкулĕн командисем вылянă, 8:5 шутпа тăрмăшсем çĕнтернĕ.