«Пехет» агромаркет суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, тĕл пулса калаçмалли, пултарулăха аталантармалли, савăнмалли лапам пулса тăчĕ.
Çĕнĕ комплексра шăматкунсерен пултарулăх коллективĕ-семпе эстрада артисчĕсен концерчĕ иртет, ал ĕçĕн ăстисем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех çынсем Чăваш Енри предприятисен продукцийĕсене тутанса пăхма, туянма пултараççĕ. Нумаях пулмасть унта Патăрьел округĕн кунĕ иртнĕ. Тăвайсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă унта. Çак тапхăрта агромаркетра Чăваш Енĕн Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин эрни пырать.