Ноябрĕн 20-мĕшĕнче пирус туртмасăр ирттермелли кун пулчĕ.
Чăнах та, пирус этем сывлăхĕшĕн чи хăрушă тăшмансенчен пĕри пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Апла пулин те ун тыткăнне лекекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çав шутра статистика кăтартăвĕсем, паллах, шухăша яраççĕ. Çĕршыври шкул ачисен 30 проценчĕ ытла сигарет туртса пăхма ĕлкĕрнĕ те. Уйрăмах хальхи вăхăтра çитĕнекен ăру хушшин- че электронлă пирус анлă сарăлнă. «Туртма пăрахас ĕмĕтлисем усă кураççĕ вĕсемпе»,- текенсем те пур. Сиенсĕр тени пĕрре те тĕрĕс мар.
Пирус тĕтĕмĕнче химилле тата сиен кÿрекен япала нумай. Туртакансене хăйне евĕрлĕ ÿсĕрнинченех пĕлме пулать. Наркăмăшлă тĕтĕм чĕре чирĕ- сене аталантарать. Юн пусăмĕ, холестерин ÿсет, диабет, ытти чир пуçланать.
Хĕрарăмсем пирус туртсан ача амăшĕ пуласси тепĕр чухне ĕмĕтре кăна юлать е хырăм ÿкет. Çире пур чухне хĕрарăмсен пирус туртма пăрахмалла. Наркăмăшлă тĕтĕм çут тĕнче курма хатĕр-ленекен ача организмне те витĕм кÿрет. Хĕрарăмсен вилĕ ача çуралма та пултарать.
Ĕнер, акă, пасар тĕлĕнче пирус туртса пыракан 35-40 çулсенчи хĕрарăма асăрхаттармасăр чун чăтмарĕ. Ÿт тĕсĕ улшăннă хăйĕн, сывлăшĕ те пÿлĕнме пуçланă. «Пăрахаймастăп вĕт-ха»,- хуравларĕ хăй.
Ыттисене те асăрхаттарас килет, енчен те хăвăр тĕллĕн пăрахаймастăр пулсан, тухтăрсемпе канашламалла. Тăтăш пируспа ир- тĕхекен хăй сывлăхне хавшатать, кун-çулне кĕскетет. Çав шутрах çемье бюджетĕнчи мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ сывлăша тухса кайни пирки те асăнса хăвармалла.
Татьяна ИГНАТЬЕВА, Тăвайри тĕп больницăри врач-нарколог