1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:13

Пĕрлĕхре — вăй

Чăваш Республикинче 2026 çул темине сÿтсе явнă май, эпĕ ăна Пĕрлĕх ăнлавпа çыхăнтарнă пулăттăм: Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕ е Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ.

Паян пирĕн çĕршыв çăмăл мар тапхăра тÿссе ирттерет. Шăпах çакăн пек вăхăтсенче Раççей халăхĕ хăйĕн чи лайăх енĕсемпе палăрнă: çирĕплĕхĕпе, пĕрлĕхĕпе. Пĕрлĕх пире вăйлă та никам çĕнейми тăвать те ĕнтĕ. Çакна историри пулăмсем те пĕрре мар çирĕплетнĕ.

Пĕрле вăй-хала, ĕçе тата пултарулăха пĕрлештерсе эпир çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп никĕс хыватпăр, республика пуласлăхне йĕркелетпĕр. Çынсене çулталăк валли тема суйласа илсе сасăлама май туса пани çĕршыври уççăнлăхпа та çыхăннă. Эпир çемьепе те çак темăна суйласа илтĕмĕр.

Пĕрлĕх — пирĕн наци уйрăмлăхĕн пĕр пайĕ. Пурсăмăра та Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерет, мĕншĕн тесен эпир — Раççей гражданĕсем! Пĕрлехи тĕллев — пĕр-пĕр- не пулăшасси тата çĕршыва вăйлăрах тăвасси, пур енчен те аталантарасси. Хальхи вăхăтра пур йывăрлăха та пĕрле çĕнтермеллех.

Пирĕн регионта тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пур çын та, нацине, тĕнлĕхе пăхмасăр, ватти-вĕт-ти таран, хамăр тăван çĕре хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Эпир те халĕ асаттесем, асаннесем пек пĕрлешсе, кар тăратпăр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тĕрлĕ гуманитарлă пулăшу паратпăр. Округри, регионти волонтерсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕр- не ĕçре кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, маскировка сеткисем çыхма кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, мĕнле тусан лайăхрах тесе канашлаççĕ. Камăн мĕнле хатĕр çитмест, пĕрле пухаççĕ. Чутей территорийĕ-нчи тепĕр ялĕнче, Ишпу- çĕнче, ав, салтаксем валли типĕ апат хатĕр- леççĕ. Вĕсене тăрăшсах ытти ялсем те пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ, вĕсене пĕçерсе, тураса-хатĕр- лесе параççĕ. Мучар волонтерĕсем ытти хатĕрсемсĕр пуçне материалсем пухса госпитальсем валли япаласем çĕлеççĕ. Округри волонтерсем фронт валли пиншер маскировка тетелĕ çыхнă (Чутейсем кăна 200 яхăн), окоп çуртисем, нашлемниксем тунă, дронсенчен хÿтĕлемелли плащсем çĕленĕ тата ытти. Нацисен туслăхĕ енчен илсен, пирĕн Тăвай енре те тĕрлĕ халăх туслă пурăнать: ĕçре те, канура та, спортра та... Чутейсемпе кÿршĕллĕ Тутарстан çамрăкĕсене илсен, спорт вăййисенче вĕсем яланах пĕрле.

Эпир мĕн тери пĕр шухăшлă пулнинчен, халăхсен хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшÿлĕх пĕлтерĕшне ăнланнинчен те килет пирĕн Раççейĕн пулас аталанăвĕ.

Поделиться:
Распечатать