Пурпĕрех кĕтрĕ, чунтан кĕтрĕ...
Хĕвел тÿпенелле хăпарса пырать, вăрман енче, хăйĕн «çунаттисене» саркаласа, çил арманĕ пăшăлтатса вăйсăр çилпе тем çинчен «калаçать». Вăш-вăш, вăштăр-вăштăр арман çунаттисем те чĕриклетсе хăйсен сăмахĕ-сене хушаççĕ. Тăрринче пуçтарăнса ларнă кăвакарчăнсем темрен хăраса п-ă-ă-р-р! туса арман тăррипе йĕри-тавра вĕçсе çаврăнса каллех хăйсен вырăнне ларчĕç. Тепĕр енче йывăçсем ÿссе кайнă масар, унта та кайăксен чĕвĕл сассисем илтĕнеççĕ. Анчах арман калаçăвне те, кăвакарчăнсем шавлă вĕçсе çаврăннине те, масар çинчи кайăксен юррисене те хĕвеланăçнелле тинкерсе пăхакан çамрăк хĕрарăм илтмест, хăлхине те чикмест, хуларан килекен çул çине куçне илмесĕр тинкерет. Тутисем тем пăшăлтатаççĕ пек, анчах ним те илтĕнмест, ăшра такампа калаçать хĕрарăм. Куçĕнче тунсăх, хурлăх туйăнать, вăхăтран вăхăта куççулĕ юхса анать те янах айĕнчен çыхнă тутăр вĕçĕсемпе шăлса илет. Татах çул çине тинкерсе пăхать. Нумайччен тăчĕ, такама кĕтет мăнтарăн. Ахăртнех вăрçăран такам килессе кĕтет пулĕ. Вăрçи чарăнни те пилĕк çул иртнĕ ĕнтĕ, пурпĕрех кĕтет. Чунĕ кÿтсе çитсен килет кунта, кашнинче шанчăкпа тулли чунне ĕненсе килет. Паян та, акă, вăрçăра хыпарсăр çухалнă мăшăрне кĕтме тухрĕ... Асаилÿсем капланса килчĕç...
—Марье, паян пирĕн пата улах тума пыр, улах ларатпăр, — терĕ ăна хăйсен кассинчех пурăнакан хĕр-тусĕ каç пуласпа, хĕвел анса ларнă чух.
— Юрать, пирĕн анне те кукаçисем патне кайнă-ха, пырап, — терĕ килĕш-се Марье.
Килĕнчи ĕçсене вĕçлерĕ Марье, аслăк çинчен сурăхсене каçхи апата курăк антарчĕ, такани çине лахханран илсе тухса ăшă шыв ярса пачĕ. Пÿр- те кĕрсе умне таса саппун çакрĕ, пуçне çĕнĕ тутăр çыхрĕ, пĕр-икĕ кун каялла çыхма пуçланă çăм нускине йĕпписемпех хĕвне чикрĕ те улах ларма тухса утрĕ. Тусĕсен хапхи умĕнче пар лаша кÿлнĕ çуна тăрать. «Камсем килнĕ-ши кусем патне?»— тесе шухăшласа анчах ĕлкĕрчĕ, хапхаран 3-4 çамрăк чупса тухрĕç те ним ăнланман Марьене тытса çуна çине пăрахрĕç, çи- йĕнчен хăпарса ларчĕç. Сывлăш та пÿлĕнсе ларчĕ. Кăшкăрма мар, сывлама та çук. Лашасем чупнине итлесе пырса: «Кама валли илсе каяççĕ-ши ĕнтĕ мана?»— тесе шухăшларĕ. Вĕçерĕн-се тарасси çинчен шутламалли те çук, урисем çинче пĕри ларать, хăйĕн çинче — тепри. Мĕн тăвăн, хĕр-упраç шăпи, пирĕнтен тухнă йăла мар. Çаран вăййинчен пĕр каччă ăсатса янăччĕ ăна çулла, кайран таçта ĕçлеме тухса кайрĕ те тек никампа та калаçман, çавна валли пулсан лайăхчĕ ĕнтĕ. Каччи çÿллĕ те илемлĕ, ашшĕ пуян, хурт-хăмăр утарĕ тытать вăрманта, пĕрре çеç те мар. Çапла шухăшланă хушăра тилхепе тытса пыракан лавçă пулĕ ĕнтĕ, тпру-у-у!— тесе лашасене чарчĕ. «Инçе те мар»,— вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш Марьен. Такам пуç çинченех тăлăп витрĕ, пилĕкпе урасем айĕнчен тытса çĕклерĕ те йăтса утрĕ. Марье сывлама та пăрахрĕ, тем самантран пÿрте кĕнине туйрĕ, ăшăпа, хумханнипе тарласа кайрĕ. Сак çине лартрĕç те тăлăпа сирчĕç, темиçе краççын лампи çутинче пÿрт ăш-чиккине, çыннисене пăхса çаврăнчĕ хĕр. Хĕлип! вăтаннипе куçĕсене тартрĕ. Каччă Марьен аллисене тытрĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Марье, мана качча тухма ыйтатăп, сана юрататăп. Каçар, хăвăн ирĕкÿсĕ- рех илсе килнишĕн, — терĕ. Марье пуçне, пĕр самантра хăйĕн пулса тăнă Хĕлипĕн кăкри çине хучĕ, ним калама та пĕлмерĕ. Çапла туй турĕç те пĕрле пурăнма пуçларĕç.
Тепĕр çулне пăятамĕ ял советĕнче ирĕк ыйтса хăйсемпе юнашарах пушă вырăнта пÿрт лартма пулăшрĕ. Çапла пурăнса кайрĕç Марьепе Хĕлип. Хĕр çуралчĕ, ăна та Марье ят пачĕ мăшăрĕ (ячĕ илемлĕ пулнăран та юратнă çав Хĕлип Марьене). Каярахпа тепĕр хĕр çуратса пачĕ Марье, Римма ят пачĕç. Юратупа пурăнчĕç, çăкăр-тăвартан татăк тăман, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçлерĕç. Ашшĕнчен ачаллах тăлăха тăрса юлнă Марье чун-чĕререн савăнса пурăнчĕ. Часах ывăл çут тĕнчене килчĕ, Микулай ят пурне те килĕшрĕ. Ĕмĕрĕпех савăнса пурăнмалла чухне, Марьен ĕмĕчĕсем çунат сарсан, тĕнче вăрçи тухрĕ. Ылханлă фашистла Германи, çĕр çăтман Гитлер килсе тапăнчĕ совет çĕрĕ çине. Вăрçă пуçланнă пĕрремĕш куннех фронта илсе кайрĕç Хĕлипе. «Ачасене упра»,— тесе хăварчĕ мăшăрне.
Кĕркунне Ленинград патĕнчен пĕртен-пĕр çыру ячĕ. Хутла пĕлмен Марье çырăвне те хаçат-çыру валеçекене вулаттарчĕ, савăнăçне пытараймасăр, çавăнтах ĕмĕт-шухăшĕпе таçти Ленинград патне вĕçсе çитсе Хĕлипĕпе юнашар тăчĕ, ыталарĕ... Тăна кĕчĕ те чи хаклă япалана, юратнă мăшăрĕ çырса янă çыруна хĕвне чиксе килне чупрĕ, ачисене кăтартрĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекен пĕчĕк Марьене пачĕ. «Вуласа пар-ха тепре»,— терĕ. Сыпăкăн-сыпăкăн вулакан хĕрне итлесе каллех Ленинград патне çитрĕ, Хĕлипне курчĕ, хĕрлĕ çăлтăрлă шĕвĕр вĕçлĕ калпакпа (буденовкăпа) кăнтăрла та çунса-çутатса тăракан куçĕсенчен пăхрĕ. «Ачасене упра»,— терĕ каллех Хĕлип.
Вăрçă... Хăрушă та нушталлă-тертлĕ çулсем. Кăнтăрла пĕрлешÿл- лĕ хуçалăхра ĕçленĕ, каç пулсан вара килне кĕрсе сăпкара выртакан Микулана çăкăр чăмлакне пир витĕр çыхса хыптарнă, айĕнчи йĕпе кипкине ылмаштарнă та Тенеяль сăртне окоп-траншея чавма тухса чупнă, лав çине ĕлкĕреймесен çурран кайма лекнĕ. Шăннă çĕре лумсемпе таккаса чавса кайнă çырма çамки тăрăх. Çурçĕр иртсен каялла таврăнса ачасем çумне кĕрсе кăштах выртса çывăрнă та ирхине каллех пĕрлешÿллĕ хуçалăха ĕçе тухнă. Кашни кун çапла, хĕлĕпех: кăнтăрла — колхозра, каçпа вара — окоп, блиндаж чавнă çĕре. Чăтнă, тимĕртен тунă тейĕн çынна. Çапла вара пĕр сивĕ те çиллĕ кун Марьене почтальон «каçуннăй» хут тыттарса хăварчĕ. Марьен чунĕ ырă мара сиссе пулĕ, куçĕн- че хуралса килчĕ, аран ура çинче тăчĕ. Хаçат-çыру валеçекене: «Вуласа пар-ха»,— терĕ, леш итлемерĕ те. «Ман васкамалла»,— тесе малалла чуптарчĕ. Нимĕн те ăнланман Марье килне чупрĕ, хĕрне çырăва вуласа пама хушрĕ, анчах вăл та: «Вырăсла çырнă, ăнланмастăп»,— терĕ. Аптăранă Марье юнашарта пурăнакан пăятамĕ патне чупса çитрĕ те: «Акă, паян килчĕ»,— тесе хутне тыттарчĕ. Пăятамĕ Марьене куçран пăхрĕ, васкамасăр, майĕпен хутне сарчĕ, куçĕ патне çывăха илсе пырса ăшра вуларĕ. Каллех Марьене куçран пăхрĕ те: «Темех мар, хыпарсăр çухалнă, тупăнать пуль-ха»,— терĕ. «Мĕнле вара вăл, çухалма пултарнă ман Хĕлип»,— терĕ. Пăятамăшĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи витĕр тухнăскер, мĕн пулма пултарнине ăнланса Марьене ытамларĕ. «Кинĕм, ан хумхан ытлашши, тупăнать акă, ун пеккисем пулаççĕ вăрçăра»,— терĕ.
Çак кунран Марьен чĕрине шанчăк кĕрсе вырнаçрĕ, ĕненсе пурăнчĕ. Ун Хĕлипĕ, тĕнчери чи лайăх, вăйлă, илемлĕ, юратнă мăшăрĕ хыпарсăр çухалма пултараймасть. Çук, тупăнатех. Анчах та ăраскалĕ хута кĕмерĕ, илтмерĕ çÿлти Турă Марье кĕллисене. Çийĕнчен ывăлĕ Микула чирлерĕ те нумаях пурăнаймарĕ... Хĕлип, ăçта эсĕ? Мĕн-ма сас-хура памастăн? Микулана упраймарăм вĕт»,— кăшкăрсах макăрчĕ Марье.
Çапла вăрçă çулĕсем те иртсе пычĕç, нумай арçын таврăнаймарĕ. Ялта уксах-чăлах, алсăр-урасăрри те нумай. Марьен Хĕлипĕ çав-çавах сас-хура памарĕ. Тепĕр хуйăх килсе çапрĕ тата, чипер чупса çÿрекен пăрчăкан пек, вăрман чакакĕ пек пакăлти, ратнипех юратакан Римма чирлесе кайрĕ те темиçе кунранах Турă тĕнчине, пĕлĕт çине ăсанчĕ. Мĕнле чăтса ирттерчĕ-ши чĕри, хăй те ăнланмасть Марье. Ирхине тăрсан та, каçхине выртсан та ачисем, Хĕлипĕ асран каймарĕç...
«Чим-ха, такам утать вĕт Канаш çулĕ-пе, васкаса утать. Хĕлип мар-и?» Тимлесе пăхнипе Марьен куçĕсем шывланчĕç. «Хĕлип, ман Хĕлип»,— сасси те тухмарĕ Марьен, аллисене малалла тăсса чупрĕ, куç илмесĕр пăхса, телейне шанса чупрĕ. Патне çитсен сиксе тапакан чĕри чарăнса ларчĕ... Хĕлип мар, темле палламан салтак. Хурланса тепĕр хут макăрса ячĕ Марье, шăпăртатса юхрĕ куççуль, чарăнма та пĕлмерĕ. Салтак чарăнса тăчĕ, хĕрарăм йăнăшнине ăнланчĕ те пăрăнса утрĕ...
Тата нумай çул иртсе кайрĕ, Марье Хĕлипне кĕтме пăрахмарĕ, çул çине анчах текех тухмарĕ: «Çынсем тем калĕç».
Халĕ вара мăнукĕсем те авланса-качча кайса пĕтнĕ, ик хутри мăнукĕсем чупса çÿреççĕ. Пĕррехинче вара раштав уйăхĕнче ирхине тухса кĕчĕ те вырăн çине те хăпараймарĕ, аллисене, пуçне хучĕ те сывлама чарăнчĕ, чĕри тапма пăрахрĕ, урисем хытса ларчĕç... Куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăнчĕç...
— Марье! Марье — илтĕнчĕ Хĕлип сасси.— Марье! Эпĕ кунта! Марье пăхса çаврăнчĕ, хĕвел çук, çавах çап-çутă, сарăрах тĕслĕ тĕнче, йĕри-тавра сип-симĕс курăк, йывăç тĕмĕсем, кайăксем юррисене шăрантараççĕ, инçех те мар пĕчĕк çеç юханшыв хĕрринче çăлкуç тапса тăрать, тăрна куçĕ пек тăп-тăрă шыв чавса тунă кÿленчĕкрен юхса тухать те çырманалла васкаса «чупать». Тĕмсем хушшинче йывăç тураттисенчен тунă хÿшĕ, çавăнта унăн Хĕлипĕ тăрать.
— Марье! Эп кунта, кил ман ытама, Марье! Темиçе утăм турĕ ун патнелле Хĕлипĕ.
— Хĕлип! — тăна кĕчĕ Марье. —Хĕлип! — ăна хирĕç чупрĕ Марье. Тем самантра чупса çитрĕ те юратнă мăшăрĕн ытамне ÿкрĕ. — Каçар Хĕлип, упраймарăм ачасене, каçар тархасшăн, — куçран пăхма та хăрарĕ Марье.
—Ан макăр, ачасем кунта, манпа, Римма та, Микула та.
— Ăçта вĕсем?
— Лăплан, часах килеççĕ вĕсем, рай пахчине сан валли панулми татма кайрĕç, часах килеççĕ. Кил, лар кунта. Кан пăртик, ывăнтăн пуль çул çинче. Ĕмĕрÿ те йывăр килчĕ... кан... Кунта вăрçă çук...