1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:14

Пушарсем — пысăк хăрушлăх

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çурт-йĕрте пушарсен хисепĕ ÿсет. Чылай чухне çакă кăмака хутнă, электричествăпа хĕрекен приборсемпе тата газ оборудованийĕпе усă курнă вăхăтра тимлĕ пулманнипе çыхăннă.

Тÿрлетме çук йăнăшсем ан тăвăр — хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр. Асра тытăр: харпăр хăй тунă ăшăтакан электричество хатĕрĕсемпе усă курма, электричество радиаторĕсене никамсăр хăварма тата вĕсем çинче япаласем типĕтме юрамасть. Ăшăтакан электрохатĕр- сем çунман материалсенчен тунă шанчăклă тĕревсем çинче тата сĕтел-пуканран, чÿрече каррисенчен, вырăн таврашĕн-чен, хăвăрт тивсе илме пултаракан ытти япаласенчен айккинче пулмалла. Электровилкăсем тата розеткăсем хĕрсе каясран та асăрханăр: ку вăл асăннă приборсем юсавсăр пулнине е электросете йывăр тивнине палăртакан пĕрремĕш паллă.

Уçă çулăм — хăрушлăх çăлкуçĕ! Анчах чылай чухне кил хуçисем сивĕре кил-çуртне газ плитипе ăшăтас тесе çакăн çинчен манаççĕ. Ăшăтмалли кунашкал майпа усă курни питех те хăрушă. Пĕрремĕшĕнчен, йăлари газпа çунтарнă чухне сывлăша çыншăн сиенлĕ çунăк продукчĕсем тухаççĕ, чылай хушă усă курсан вĕсем наркăмăшланасси патне çитерме те пултараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пăхса тăракансăр хăварнă çулăм пушар кăларасси патне те çитерет. Витĕр çиле пула çунакан конфоркăсем сÿнсен, çурт-йĕре хăвăрт хыпса илме пултаракан газ тулать.

Газ хăй кăна тĕссĕр тата шăршăсăр, анчах газокомпрессор станцийĕсенче вăл сăрхăннине шăршăпа пĕлес шутпа ун çине ятарлă шăршăллă япала хушаççĕ. Енчен те эсир хваттерте е коридорта газ шăршине вăйлă туйса илтĕр пулсан, хăвăра çапла тытăр:

электровыключательсене ан тĕкĕнĕр — вĕсем электричество хĕлхемĕ чĕртме е взрыв тума пултараççĕ;

газ шăрши тухнă хваттертен е çурт-йĕртен пурне те кăларăр, чÿречесене уçса тĕплĕн уçăлтарăр;

май пулсан, газ пырса тăрассине чарăр тата «04» (сотовăйпа «104») телефонпа авари службине чĕнсе илĕр;

кирлĕ пулсан, кÿршĕсене те газ сăрхăнни çинчен пĕлтерĕр.

Енчен те эсир харпăр хăй çуртĕнче пурăнатăр пулсан, кăмакана тĕрĕслĕр. Ăна штукатурка тумалла, енчен те çурăксем палăрсан, эсир вĕсене тÿ-рех асăрхатăр. Мачча витĕр тухакан тĕтĕм çулне пушартан сыхланмалла тумалла. Урайĕн- че кăмака çăварĕ умĕнче 50—70 сантиметр виçеллĕ тимĕр листи пулмалла.

Кăмакана ытлашши хĕрсе каймалла ан çунтарăр, луччĕ икĕ-виçĕ хутчен хутса илĕр. Кĕле е шлака кăмакаран кăларсан, шывпа шÿтерĕр тата хăрушсăр вырăна хурăр. Кăмакасем çывăхĕнче тата вĕсем çинче тивсе илме пултаракан япаласем упрама юрамасть.

 

Николай ТАЛЫЗИН, Тăвайри

пушар чаçĕн начальникĕ

Поделиться:
Распечатать