• Шупашкарти Пичет çуртĕнче Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕ-ренпе 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява кĕнекеçĕсемпе çыравçăсем, журналистсемпе библиотекарьсем, литература тусĕсем йышлăн пуçтарăннă. Чăваш кĕнеке издательстви – Чăваш автономийĕн тантăшĕ — ноябрĕн 12-мĕшĕнче 105 çул тултарчĕ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ пек уçнă (Чăвашгиз). Малтанхи вăхăтра унта кĕнекесемпе пĕрлех хаçат-журнал та пичетленĕ.
1963 çулта Чăвашгизран Чăваш кĕнеке издательстви туса хунă. 105 çул хушшинче издательство пиншер кĕнеке кăларнă.
• Чăваш Ен кăçалхи вунă уйăхра 20,8 пин тонна агропромышленноç продукцине, çак шутран пысăк пайĕ — кондитер изделийĕсем (58,1 проценчĕ) тата чăх ашĕ (22,8 проценчĕ) — экспорта тиесе ăсатнă. Пысăк пайне Китай (37,8 процентне), Беларуç, Таджикистан, Азербайджан тата Казахстан çĕршывĕсем илнĕ.
• Округри ял хуçалăх предприятийĕ- семпе хресчен-фермер хуçалăхĕ-сем 2025 çулхи 10 уйăхра туса илнĕ мĕнпур сĕтĕн 43,5 процентне «Акконд-агро фирма» акционерлă общество суса илнĕ. Сергей Илларионов хуçалăхĕн тÿпи — 20,8 процент. Çапла вара асăннă икĕ хуçалăх кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче мĕнпур сĕтĕн 64,3 процентне туса илнĕ. Ку вăл 10537,6 тоннăпа танлашать.
• ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова республикăра çамрăк çемьесене виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 300 пин тенкĕпе танлашакан тÿлевпе хавхалантарма йышăнни çинчен каланă, анчах ку мера çитес çултан вăя кĕрет.
• 2026 çулта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 6,8 процент ÿсĕ, вăтамран 16477 тенкĕ шайĕнче пулĕ. Ĕçлекен çынсемшĕн çак виçе 17960 тенкĕпе, пенсионерсемшĕн 14170, ачасемшĕн 15983 тенкĕпе танлашĕ.
• Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2025 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕ тăрăх, çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне сывлăхне хавшатнисене пĕр хутчен памалли тÿлев виçи 50—300 пин тенкĕпе танлашать. Тÿлев виçи суран йывăрлăхĕнчен килет. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вилнĕ, аманнă, сусăрлăх ушкăнне кĕнĕ çар çыннисен шкулта, професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче бюджет уйрăмĕсенче вĕренекен ачисене икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантарассине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех асăннă çемьесен шкулта пĕлÿ илекен ачисене ЧР Пуçлăхĕн стипендине парĕç.
• Чăваш Енре республикăра пурăнакан çынсен пурнăç инфратытăмĕ хăтлă пултăр тесе сахал мар тимлеççĕ. Çакăн тĕп тĕллевĕ — 2030 çул тĕлне ялсенчи пурнăç шайне 30, 2036 çул тĕлне 60 процент таран лайăхлатасси. Ку шута республикăри çул-йĕре тĕпрен çĕнетесси те кĕрет: федераци трассисемпе регионти çулсен 85 процентне юсасшăн, аварисен шутне тата вĕсенче çынсем вилессине 2036 çул тĕлне икĕ хут чакарасшăн. 2025 çулта 77 çухрăм çула тĕпрен юсама палăртнă. Кăçал регионти çулсен 120 çухрăмне норматив шайне çитерĕç. Çакă вăл умĕнхи çулхинчен икĕ хут нумайрах.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ