1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:18

Тăванăмăрпа савăнатпăр

Хамăрăн чи çывăх та юратнă тăванăмăра, Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Васильевич Никитина чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 65 çулхи юбилейĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.

Николай Васильевич шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Обществăлла ĕçе активлă хутшăннă. Çуллахи каникулсенче «Красная Чувашия» колхозра вăй хурса ырă тĕслĕх кăтартнă. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Дипломлă специалист Элпу-çĕнчи вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Салтакра чухне харсăр тăвана «За боевые заслуги» медаль парса чысланă. 1982—1983 çулсенче Сăхăтпуç тата Тушкил шкулĕсенче вăй хунă. Унтан хĕрÿ чĕреллĕ те мал ĕмĕтлĕ çамрăка ВЛКСМ райкомĕн пай заведующийĕн ĕçне шанаççĕ, 1986 çулта ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ.

Тепĕр çултан Н.Никитин ВЛКСМ обкомĕн инструкторĕ- нче ĕçлеме тивĕçлĕ пулать. Спорт тата оборонăпа халăх ĕçĕсен, каярахпа коммерци уйрăмĕсен заведующийĕсенче вăй хурать. Пур çĕрте те пултарулăхĕпе, харсăрлăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрать. Ентешĕмĕре ВЛКСМ Тĕп комитечĕн тата обкомĕн Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. 1993—1999 çулсенче Николай Васильевич Чăваш Республикинчи «Спутник» ĕç бюровĕн ертсе пыракан специалистĕнче тăрăшать, вĕсемпе халĕ те тачă çыхăну тытать. Пĕлĕвне ÿс- терме ĕмĕтленсе Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.

Н.Никитин — 1999 çултанпа предприниматель. Вăл Тăвай районĕн ентешлĕхĕн членĕнче тата ертÿçинче ырă тĕслĕх кăтартнă. Йывăр вăхăтра яланах тăванĕ-юлташĕ- сене пулăшать. Спорта юратать. Тăван шкулĕнче çăмăл атлетсен ăмăртăвне, районта хăйĕн юлташне Артем Егорова асăнса темиçе çул хушши футбол турнирне йĕркеленĕ.

Мăшăрĕ Ирина Николаевна Ульяновскри пединститутра вĕреннĕ, педагог. Вĕсен Алиса хĕрĕ çемьеллĕ.

Чăваш Ен сумне çĕклеме хастар хутшăнакан çывăх çыннăмăрпа савăнатпăр, çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатпăр. Пурнăçу ырă ĕçсемпе, ÿсĕмсемпе пуянланса пытăр. Пархатарлă ăнтăлушăн тата Чăваш Ене чечекленекен, чи лайăх вырăн туса хума куллен хатĕр пулнăшăн пуç таятпăр.

Поделиться:
Распечатать