1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:02

Тĕнче шайĕнчи трасса уçăлнă

 

Спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн базинче йĕлтĕр роллерĕн çĕнĕ трассине савăнăçлă майпа уçнă.

Церемоние Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей йĕлтĕр ăмăртăвĕн Федерацийĕн президенчĕ Елена Вяльбе, Раççей биатлонисчĕсен Союзĕн президенчĕ Виктор Майгуров тата «Воддорстрой» компани учредителĕ Анатолий Федоров хутшăннă.

Строительствăна 2023 çултанпа Шупашкарти йĕлтĕрпе биатлон центрĕн инфратытăмне йĕркелемелли иккĕмĕш тапхăр шайĕнче туса пынă. Трасса тăватă километра яхăн тăсăлать. Вăл Раççейри биатлонистсен Союзĕн аслă категорине тивĕçтерет. Çакă региона пĕтĕм Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене йышăнма май парĕ. Çавăн пекех спортсменсене çулталăкĕпех хатĕр-лессине те тивĕçтерĕ.

Вунă çул ытла каялла пуçарнă проекта туса пĕтерессе тахçантанпах кĕтнине, ăна вĕçлеме сахал мар вăй хума тивнине палăртнă Олег Николаев. «Ку финиш — вĕçĕ мар, йĕлтĕр- çĕсен, биатлонистсен тата спорта юратакансен мĕнпур ăрăвĕшĕн çĕнĕ стартсен пуçламăшĕ. Эпир Чăваш Енре хальхи вăхăтри инфратытăм тата çынсене усă курма майсем туса паратпăр»,— тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Олег Николаев Олимп резервĕ-сен 2-мĕш спорт шкулне оборудованипе инвентарь туянма 15 миллион тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ — унпа тивĕçлĕ оборудовани, инвентарь туянĕç.

Раççей Патшалăх Думин Физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Олег Матыцин Республика Правительствине спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленĕшĕн тав тунă.

Поделиться:
Распечатать