Декабрĕн 5-мĕшĕнче волонтерсен кунĕ пулнă май округра Ырă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Социаллă сетьре округри волонтерсем пулăшни çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Виçĕмкун, акă, Енĕш Нăрвашри «Вучах» клубăн сайтĕнче чуна пырса тивекен сăмахсене вуламасăр ниепле те иртеймерĕм.
«Енĕш Нăрвашри кĕмĕл волонтерсене тата пулăшу ĕçне хутшăнакансене пурне те пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр! Эсир ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан паттăрсем валли асамлă хÿтĕлев сеткисем тĕвĕлетĕр, окопсенче пулăшакан çуртасем хатĕрлетĕр, пуçа тăхăнмалли нашлемниксем ăсталатăр тата ытти те...
Сирĕн ĕç — çак ахаль çипсене пĕр-пĕ-ринпе хутăштарни кăна мар, пирĕн хÿтĕ-левçĕсене пулăшнине, паттăрлăха тата тÿсĕмлĕхе кăтартакан палăк. Кашни çыхă, çак сеткăсенчи кашни çип — сирĕн чунăрăн, сирĕн тимлĕхĕрĕн, хÿтĕлевçĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн тунă кĕллĕн пĕр пайĕ. Эсир салтаксен пурнăçне çăлатăр, килте вĕсене юратса кĕтнине ĕнентерсе лăпкăлăх саманчĕсем парнелетĕр.
Боецсем хăйсене хÿтĕленине туйччăр тата вĕсен хыçĕнче шанчăклă тыл пуррине пĕлччĕр тесе эсир хăвăрăн вăхăтăра, вăй-халăра шеллеместĕр тата час-часах хăвăрăн укçăра та тăкаклатăр».
Çак сăмахсене Енĕш Нăрвашри хĕрарăмсен «Вучах» клубĕн сайтĕнчен илтĕм. Хĕрарăмсен канашĕн тата волонтерсен пулăшăвĕн ĕçне йĕркелесе пыракан Светлана Николаевна Михайловапа çыхăнтăмăр. «Сергей Николаевич Иванов волонтер урлă гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле хамăр çак эрнере çыхнă 9 маскировка сеткине ăсатрăмăр. Вăл вĕсене чăрмавсăр, малти линири ентешсем патне çитернине пĕлтерчĕ, пуçаруллă пулăшакансене салтаксенчен тав сăмахĕ каларĕ»,— терĕ вăл.
Ырă ĕçсен уйăхлăхĕ вăхăтĕнче çав сеткăсене ял çыннисем пулăшу панă укçа-тенкĕ-рен материалсем илсе çыхнă. Акă, Василий Кузьминпа Александр Николаев ĕç ветеранĕ- сем пĕр пулăшуран та юлмаççĕ. Чи аслă ÿсĕмри Валентина Фоминапа Галина Степанована епле-ха асăнмасăр хăварăн тата! Ырă чунлăскерсем 80 çултан иртнĕ, маскировка сетки çыхма пĕр кун сиктермесĕр çÿ-реççĕ. «Пулăшу пункчĕ пушă тăмасть. Кашнин валлиех ĕç пур пирĕн,— сăмахне тăсрĕ Светлана Николаевна. — Салтаксем ыйтнине пурнăçласа, 2—3 кун хушшинче сетка çыхма 20 пин ытла пуçтарса пачĕç çынсем».
Икĕ çул хушшинче 114 маскировка тетелĕ çыхнă нăрвашсем. Волонтерсен ĕçне çăмăллатса педагогика ĕçĕн ветеранĕ Михаил Сергеевич Майраслов ятарласа станок та ăсталанă. Хăй те кулленех волонтерсемпе пĕрле.
«Çак çăмăл мар тапхăрта пирĕн тĕрев памалла»,— теççĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан волонтерсем.