1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 9:20

Тĕттĕмре курăнман

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче çĕрле М-7 автоçул çинче (Шупашкар округĕ) инкек пулнă.

Мускавран Хусан еннелле каякан «Газель-3302» автомобиль çуран утакан арçынна çапса хăварнă. Водитель каланă тăрăх, хайхискер тĕттĕм-ре курăнман та. 28-ти арçын çул варрипе Хыркасси стационар посчĕ патнелле утнă, тĕксĕм тĕслĕ çи-пуçĕнче çутта тавăрмалли пайсем пулман — руль умĕнчи çын ăна асăрхаса ĕлкĕреймен. Вăл юлташĕ-сем патне коттеджа уяв ирттерме килнĕ. Анчах эрех ĕçнĕ хыççăн федераци çулĕ çине мĕнле лекнĕ — калама хĕн. 26-ри водитель вара — Чулхула облаçĕн çынни. Тĕрĕслев унăн юнĕнче алкоголь пулманнине кăтартнă. Çул çинчи инкеке малалла тĕпчеççĕ.

Поделиться:
Распечатать