1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Ноябрь 2025 г.
21 ноября 2025 г. 8:52

Уçă сасăлавпа суйлатпăр

Уçă сасăлавпа суйлатпăр

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2026 çулхи çулталăк темине суйлас енĕпе уçă сасăлав пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Маларах вăл регионта пурăнакансене хăйсен шухăшĕсене хатĕр- леме сĕннĕ.

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Владимир Путин Президент çитес çула Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине ырланине, çакă пĕтĕмĕшле ориентир пулассине палăртнă.

«Экспертсен ушкăнĕ сĕнÿсене тишкерсе сирĕн идейăсен чун-хавалне кăтартакан темиçе вариант хатĕрленĕ. Халĕ республикăра çитес çулăн пĕлтерĕш тĕвви пулса тăракан темăна суйлама эпир Чăваш Ен порталĕнче уçă сасăлав пуçартăмăр.

Пурне те ыйтăма хутшăнма чĕнетĕп. Кашни сасăран килет пирĕн çитес çулхи ĕç программи»,— палăртнă Олег Николаев.

Поделиться:
Распечатать