Тăвайри «Радуга» ача садĕнче хумхануллă та интереслĕ мероприяти иртрĕ — аслă тата хатĕрленÿ ушкăнĕсенче воспитани илекен ачасем «Орлята-дошколята» йышне кĕчĕç.
Ку вăл ачасен пурнăçĕнчи паллă тапхăр — вĕсемшĕн ырă ĕçсен тата туслăхпа яваплăх тĕнчине уçать. Ачасем туслă, тÿрĕ те тăрăшуллă пулма тупа тунă, ташă флешмобĕ кăтартнă, ыттисене те хавхалантарнă. Вĕсем вăйă эстафетине хутшăннă, йышпа ĕçлеме пултарнине кăтартса панă. «Орлята-дошколята» проект çĕршывăн активлă гражданĕ- сене воспитани парса çитĕнтермелли Пĕтĕм Раççейри юхăмăн малтанхи шайĕ. Проект картинче ачасем туслăха хаклама тата пĕр-пĕрне пулăшма, çĕршывăн историйĕпе халăхсен йăли-йĕркине вĕренеççĕ, лидер пахалăхĕсене аталантараççĕ, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене, тĕрлĕ акцисемпе конкурссене хутшăнаççĕ.
Ольга АНДРЕЕВА, музыка ертÿçи,
Лариса ФОМИНА, воспитатель