1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:28

Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

Округра «Ачасене тытса тăракан хатĕр» операципе профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Раççей ШĔМĕн районсем хушшинчи «Урмарский» пайĕ водительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне автомобиль салонĕнче çул-йĕр куçăмĕн Правилисемпе килĕшÿл-лĕн малти ларкăч çинче 12 çулчченхи, кайри ларкăч çинче 7 çулчченхи ачасем валли вĕсене тытса тăракан хатĕрсем пулмалли çинчен асăрхаттарать.

Анчах чылай водитель хÿтĕленмелли çак требование пăхăнасшăн мар. Тăвай муниципалитет округĕнче кăçал кăна çакнашкал йĕркене пăснă 71 тĕслĕхе шута илнĕ. Çул çитмен ачасемпе пулакан инкек-синкеке сирсе ярас тĕллевпе ноябрĕн 25-мĕшĕнче Вăрмарпа Тăвай округĕсен территорийĕсенче «Ачасем. Ачасене тытса тăракан хатĕр» операци иртрĕ те ĕнтĕ. Ун вăхăтĕнче ачасене автомобильпе илсе çÿремелли хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине уйрăмах тимленĕ.

Автоинспекци

Поделиться:
Распечатать