Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни- кунĕнче паллă тăвакан Аннесен кунне округри ялсенче çулленех лайăх шайра йĕркелесе ирттерме тăрăшаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсем, нумай ачаллă тата пурнăçра, общество ĕçĕнче, вĕренÿпе тата производствăра хастар та пуçаруллă амăшĕсем яланах пирĕн тимлĕхре пулĕç.
Вĕсем кил-çемье тĕвви, унăн илемĕ-пе ăшши, малашлăхĕ. Хĕрарăмсем çемье, общество пурнăçĕнче чăннипех пысăк вăй пулса тăраççĕ. Украинăри çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче те уйрăмах пысăк хастарлăхпа палăраççĕ вĕсем. «Пирĕн тĕрев салтаксене питĕ кирлĕ»,— тенĕччĕ Нÿшкассинче тĕл пулсан çак ялти Галина Петровна Платоновапа Юлия Валентиновна Волкова. Вĕсем ун чухне шăпах кăнтăрла тĕлне хăйсен ялĕнчи клуба маскировка тетелĕ çыхма васкатчĕç Серго урамĕпе. Куллен тенĕ пекех пухăнса ĕçленине каларĕç ку тĕлĕшпе. Ытларах хĕрарăмсем хутшăннине пĕлтерчĕç. Вĕсем чĕрине тарăннăн илсе пурнăçлаççĕ ку тивĕçе. Округри кашни ялтах çавăн пек. Акă иртнĕ эрнере çула май машинăпа Вăтаялĕнчен Марина Козлована лартса килтĕм Тăвайне. Вăл маскировка тетелĕ çыхма кирлĕ материалсем илме çула тухнине пĕлтерчĕ. Унччен вăл Тăвайри çăкăр заводĕнче чылай çул тăрăшрĕ. Сăмах май каласан, унăн ывăлĕ ятарлă çар операцинче хастар çапăçнă, йывăр аманнă. Ывăлĕ сипленнĕ çĕре çитсе килме ял çыннисем укçа та пухса панăччĕ ăна. Сывалнă хыççăн ывăлĕ каллех хăй чаçне таврăннă.
Аннесем, чи малтанах — ача амăшĕ-сем. Çакна пĕлетпĕр, 2012 çулта республикăра нумай ачаллă çемьесем 8,3 пин пулнă пулсан, 2017 çулта вĕсен йышĕ — 11,5 пине, 2025 çулта — 23 пине çитнĕ. Ку чухне 3 ачаллă çемьесем — 19303, 4 ачаллисем — 2686, 5 е унтан та ытларах ачаллисем — 1044 çемье. Ачаллă çемьесене тивекен пулăшу мерисем те хушăнсах пыраççĕ. «Çемье» наци проекчĕ те çак тивĕçе пурнăçлать.
Мĕн каламалли — хĕрарăмсем, аннесем пур енĕпе те маттур. Вĕсем — ертÿçĕсенче, бизнесра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿре — пурнăçри пур сферăра та ырă тĕслĕх, пуçарулăх кăтартаççĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чи кирли — чун ăшшине упраççĕ. Тавах вĕсене!