1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 2 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:34

Асатте пĕçернĕ хура купăста яшки

Кукаçисемпе кукамайсен, асаттесемпе асаннесен пурнăçĕнчи çутă самантсем, вăрттăнлăхĕсем ĕмĕрлĕхе хăйсемпе каяççĕ. Ăрусен ылмашăвĕ пурнăçа малалла тăсать.

Сар хĕвел ăшшине сапнă чух

Йăлкăшса çуралать çĕнĕ кун.

Сар хĕвел шевли тĕрлет тĕррине

Кашни çын валли сапать илемне.

Кĕрĕн чÿк уйăхне хыçа хăварса пыратпăр. Пахчара çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Ир кÿлĕм сивĕтсе шăнтать. Купăстан чăмакка пуçĕсене касса-тасатса хунă, çиелти çулçисене суйласа хатĕрленĕ. Хăшĕсем хĕл валли те тăварланă, тен.

Асăмра купăста тăварлани — «купăста ними». Çемьесенче çав кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ĕçре чи кирли — тяпка. Кÿршĕсенчен ăна тепĕр иккĕ-виççĕ те кайса илнĕ. Тепĕр чух кама парса янине маннă, çавăнпа хуçисем хăйсен тяпкисене паллă та тăватчĕç. Эпир Михайлов хушаматлăран çĕçĕпе картса «М» саспалли çыраттăмăр. Валак евĕр таканана купăста вакласа янă. Шак-шак, тяп-тяп! таккама пуçланă. Вĕтетсе пынăçемĕн тĕпĕнчен алăпа çавăрса кăларса тÿ-се пынă. Ытлашши вĕтĕ те, шултра та мар — хăйĕн виçи пулнă. Аслисем пăхса вĕрентсе тăнă. Тăварне яма ваттисене шаннă, вĕсемех тутанса пăхнă, кишĕрпе хутăштарса панă. Ача чухне купăста варринчи кучанне (вырăсла кочерыжка) кăчăртаттарса çиеттĕмĕр. Халĕ çиме хушмаççĕ — нитрат пуçтарать имĕш. Пĕр тупмалли юмах аса килчĕ. Çĕр хут кĕпе тумланнă, анчах пĕрне те тÿмелемен. Мĕн вăл? Паллах, тупсăмĕ — купăста. Хăярпа купăста шыва кĕме кайнă, хăярĕ хывăнать, шыва чăмать. Купăста нумай вăхăтран çеç хатĕр пулать. Хăярĕ вара сивĕ шывра юлташне кĕтсе «шатраланса» каять.

Тепĕр шÿт. Хăнана пыма тăвансене телеграмма янă: «Хăнана çитĕр, купăс та илсе килĕр». Почтăпа килнĕ хыпара вулаççĕ. Упăшкипе арăмĕ лаша кÿлсе çула тухаççĕ. Пысăк пичкепе купăста хураççĕ çуна çине. Тăванĕсем купăста мар, купăс илсе килме ыйтнă пулнă. Кулăшла вĕт.

Пички-пичкипе хатĕрленĕ тутлă çимĕçе: пуçли, улмапа хутăштарни... Именмесĕр сĕтел çине хăнасем умне лартнă, чăваш апачĕ пулнă. Кашниннех тути тĕрлĕренччĕ — вăрттăнлăхĕ хуçисенче упраннă.

Эпĕ астăвасса, асаттесен килĕнче чи юратнă апат — хура купăста яшкиччĕ. Сăмах май, асатте Кузьма Михайлович Михайлов (1895—1989 ç.ç.) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Паттăр салтакăн ывăлĕ-сем, Иванпа Герман та, çĕнтерĕве çывхартма фронтра çапăçнă.

Асатте чăн-чăн апат ăсти пулнă. Çав яшкана çиме эпир, мăнукĕсем, вĕсем патне чупаттăмăр. Стена çинче сехет шаккатчĕ. Шăп! Асатте кăмака умĕнчи чаршав хыçĕнчи кравать çинче çывăратчĕ. «Кăтăш пулам-ха тесе выртрăм»,— тетчĕ. Эпир килсен вăранатчĕ.

— Маття, сĕтел хатĕрле, апат çиме вăхăт, пĕчĕк хăнасем те çитрĕç, çăварĕсем хатĕр... (Маття пирĕн асанне Матрена Сергеевна Сергеева (1916—1994 ç.ç.). Шалкăм çапнăран утаймастчĕ, пур ĕçе те тăваймастчĕ. Алă ĕçĕпе вара ăна çитекен çукчĕ).

Çак сăмахсене илтсенех çăкăр каснă, яшка антарма савăт-сапа хатĕр-ленĕ. Асатте ларакан çĕре хăйĕн йывăç кашăкне хунă. Çак вăхăтра кăмакаран ухватпа пысăк чукун кăларатчĕ. Эх, мĕнле тутлă шăршă сарăлатчĕ пÿртре! Кăмака ăшшипе пиçекен апатшăн вара ир-ирех кăштăртатма тивнĕ-çке. Кăмака умĕ вара асаттен хисеплĕ вырăнĕччĕ. Вутта çунтарса пĕтерсе кăварне шалалла тĕртсе савăтсене лартнă. Хура купăстана чăланти сак çинче чăмаккан-чăмаккан шăнтса хуратчĕç. Йÿçĕтнĕ хура купăста яшки çине паранкă, какай, сухан, тăвар янă. Мультиварка теме пулать хальхи чĕлхепе. Пĕр сĕтел хушшине ларса тухнă ватти-вĕтти пурнăç вĕçĕмсĕр пулнине ăнланса илме пултарнă-ши? Ватă асатте пирĕн ятсене астуса юлайманран: «Хамăрăн»,— тетчĕ. Çак сăмахра чун ăшши те, çемье пĕрлĕхĕ те, тăванлăх та тачă пĕрлешнĕ ĕнтĕ.

Надежда МИХАЙЛОВА,

Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать