Олег Николаевпа Дмитрий Чернышенко Чăваш Енре çамрăксене аталантармалли стратегисене сÿтсе явнă.
Республика Пуçлăхĕ Раççей Правительствин Председателĕн заместительне регионта хальхи вăхăтри вĕренÿпе наука базине туса хуни çинчен каласа панă. Федераци шайĕн- чи «Профессионалитет» проект шайĕнче 2023—2025 çулсенче 14 техникума тата 77 предприятие явăçтарса 9 вĕрентÿпе производство кластерĕ йĕркеленĕ. Олег Николаев тĕрĕс наукăсемпе, пысăк технологисемпе кăсăкланакан çамрăксен йышĕ ÿссе пынине палăртнă.
Дмитрий Чернышенко наука тата вĕрентÿ организацийĕсене «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне пурнăçламалли грант инструменчĕ-семпе усă курмашкăн явăçтарассипе тимлеме сĕннĕ. Олег Николаев «Чăваш Республикин çамрăкĕсем» программăпа килĕшÿллĕн укçа уйăрса 2035 çулччен пурнăçламалли стратеги çинчен каласа панă. «Чи кирли — культура хаклăхĕсене упраса хăварасси, патриотизм воспитанийĕ парасси тата çамрăксен пултарулăхне, вăй-хăватне уçса парасси»,— тенĕ вăл.
Дмитрий Чернышенко регионăн спорт инфратытăмне, туризма аталантарас ĕçри çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă.