Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕрри кунĕ пулчĕ. Çавна май Тăвай шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсемпе (класс ертÿçи В.Г.Шакрова) ача-пăча библиотекинче «Чăваш тĕррин асамлăхĕ» темăпа краеведени сехечĕ иртрĕ.
Библиотекарь ачасене чăваш тĕррин илемлĕхĕ, пĕр-пĕр эрешĕ мĕнпе çыхăнни пирки каласа кăтартрĕ. Унтан «Чăваш тĕрри — халăх пуянлăхĕ» кĕнеке куравĕнчи, М.С.Спиридоновăн «Чăваш эрешĕ», Е.И.Сер-гееван «Учимся вышивать по-чувашски», Е.Н.Жачевапа А.А.Ефимован «Чувашская вышивка в школе» тата ытти кĕнекесемпе паллашрĕç вĕсем. Чăваш тĕррин тĕсĕсен пĕлтерĕшне викторина ыйтăвĕсем çине хуравласа çирĕплетрĕç. Çакнашкал мероприятисем çитĕнекен ăрăва чăвашлăха аталантарма, тăван халăхăн йăлисене, тĕррисене хаклама, упрама вĕрентеççĕ.