1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:27

Экстремистла ĕçсемшĕн


Ку тĕслĕхе федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тăрă шыв çине кăларнă — Чăваш Республикин тата икĕ çынни интернетпа усă курса экстремистла ĕçсем тума чĕннĕ, экстремистсен çĕршывра ĕçлеме чарнă «СССР гражданĕсем» организацийĕ майлăскерсем, радикаллă шухăшсене мала хурса сарнă.

Социаллă сетьсенчен пĕринче хăш наци представителĕсем пулнине кура çынсем тĕлĕшпе вăй-пусмăр мелĕсемпе усă курма йыхравлакан материалсем вырнаçтарнă.

Суд пĕрне çулталăклăха, теприне çулталăк та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварма йышăну тунă.

Поделиться:
Распечатать