Выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçарасси аграрисемшĕн тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынипе интересленсе Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн сĕт-çу ферминче пулнă. Пăшăрханмалли çук: выльăх апачĕ çителĕклĕ, унăн пахалăхне лабораторирех тĕрĕсленĕ, ĕнесем хăйсене лайăх туяççĕ.
— Фермăра пĕтĕмпе 1386 мăйракаллă шултра выльăх пирĕн, çав шутра сăвакан ĕнесем — 310 пуç. Вĕсенчен хальлĕхе 2440,1 тонна е кашни ĕне пуçне вăтамран 7897 килограмм, иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 3,4 процент нумайрах, сĕт суса илтĕмĕр,— хăйсен ĕçĕнчи тĕп цифрăсемпе паллаштарчĕ Наталия Кириллова ферма заведующийĕ. Сĕт çуллăхĕ те пĕчĕк мар — 3,9 процент.
Пăрусем патĕнче те таса та типĕ, тутă пăрусем пÿлмесенче лăпкăн канаççĕ.
— Вĕсене сывă та тĕреклĕ ÿстерме тăрăшатпăр,— терĕ Ольга Сучкова пăру пăхакан.
Ферма коллективĕ тăрăшать: выльăхсен йышне чакармаççĕ, сăвăма ÿстерсе пыраççĕ. Тĕреклĕ пăрусем çитĕнтереççĕ, тĕпрен илсен, ĕçсем аван пыраççĕ — çакăншăн тимлеççĕ те ферма ĕçченĕсем.
Надежда НИКИФОРОВА