1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 2 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:31

Хăнара — хăй ĕçĕнчи ăста

Чăваш Енри хĕрарăмсен Пĕрлĕхĕн «Вăйсене пĕрлештерсе: вырăнти хăйтытăмлăх тата ялти пуçаруллă хĕрарăмсем» проектне тĕпе хурса нумаях пулмасть Тушкилти вăтам шкулта декораципе прикладной искусство ăсти Эльза Степановна пулчĕ.

Вăл ачасене хăйĕн тĕлĕнмелле ĕçĕсене кăтартрĕ тата хăйĕн айкашăвĕ мĕнле унăн юратнă ĕçĕ пулса тăни çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ. Çакă ачасенче те вĕсен вăрттăн пултарулăхне çуратни сисĕнчĕ. Хăна халăх традицийĕсемпе питĕ тимлĕ пулма тата ăна пулас ăрусене те çитерме кирлине палăртрĕ.

Поделиться:
Распечатать