1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 5 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:22

Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна

 

Чăваш тĕрри — ĕмĕр сасси,

Пулни, иртни те пуласси.

Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,

Асаннсен паха тупри.

Чăваш тĕрри — халăхăн мĕн авалтан упранса юлнă тупри. Тĕрĕре ал-ĕç йăлине, ун ăс-хакăл пуянлăхне, ĕçченлĕхне сăнарлать. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемĕ пире паянхи кун та илĕртет.

«Чăваш тĕрри — халăх пуянлăхĕ»,— теççĕ. Апла пулсан, çак пуянлăха упрамалла, малалла аталантармалла. Çак пархатарлă та кирлĕ ĕçе туса пырать Лачкасси ялĕнче пурăнакан Венера Алексеевна Николаева. Ылтăн алăллă тĕрĕ ăсти çинчен пирĕн таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Николаевсен пÿртне кĕрсен тĕлĕнмесĕр тухса каяймастăн. Чăн-чăн илемлĕх тĕнчи... Хăв сисмесĕрех тĕрĕ ытамне кĕрсе ÿке-тĕн. Кунтах чăваш тумĕллĕ Нарспи, хитре те хÿхĕм чечексем куçа илĕртеççĕ, тĕрĕ мар, чăн чĕрĕ чечексем тейĕн, урхамахĕсем халь-халь тапса сикес пек туйăнаççĕ тата ытти тем тĕрлĕ тĕрĕсем хăйсем патне туртаççĕ. Пур ĕçне те хитре рамкăсем ăшне хурса типтерленĕ, стена çинче кашни тĕрри хăйĕн вырăнне тупнă. Унсăр пуçне диван, кресло, кравать çинче те çипрен çыхнă покрывалсем.

Ача чухнех вăл пушă вăхăтра тĕрлеме юратнă: пĕчĕк тутăрсем, пукане валли тумсем çĕленĕ, кайран тĕрлесе илемлетнĕ. 17 çул тултарсан хĕр Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр комбиначĕн çип арлакан иккĕмĕш цехне ĕçе вырнаçнă. Юрра-ташша юратаканскер, унти хора çÿренĕ. 10 çул хушши Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ çумĕнчи халăх театрне çÿресе куракансене тĕрлĕ енлĕ рольсем калăпласа култарнă та, макăртнă та.

1971 çул вара паянхи кун та унăн асĕнче-ха. Шăпах çак çул тарăннăн интересленме пуçлать те ĕнтĕ вăл чăваш тĕррипе.

«Айтар» драмăна вылянă чухне пире тухьясем, хушпусем кирлĕ пулчĕç. Вĕсене пĕтĕмпех хамăра тума хушрĕç. Эпĕ те пĕрремĕш хушпу турăм. Çапла, чи малтанхи ĕç манăн «Айтар» драмăпа çыхăннă»,— тесе каласа пачĕ алă ăсти. Çакăн хыççăн вĕтĕ шăрçасенчен тухья, хушпу, масмак, ум çакки тума тытăнать. «Мана ку ĕç питĕ килĕшсе кайрĕ, вара чăваш тĕррисене кĕнекесенчен тупса вĕренме пуçларăм»,— тет маттур хĕрарăм.

2006 çулта, тивĕçлĕ канăва тухсан, тăван ялне куçса килнĕ. Çынпа хутшăнма хăнăхнăскер, кунта та чун йăпатмăш тупать. Чăваш халăхĕн тĕрĕ искусствине сыхласа хăварас, аталантарас тесе тăрăшакан хĕрарăм ялта «Ал-ĕç ăстисен» кружокĕ йĕркелет. Каçсерен хаваспах çÿреç-çĕ ку кружока хĕрарăмсем. Хăшĕсем — тĕрлеççĕ, теприсем — çыхаççĕ, ыттисем вĕтĕ шăрçаран хушпу, тухья тăваççĕ. «Çак кружока çÿрекенсем хăйсем валли хушпу, ум çакки турĕç, саппунсем тĕрлерĕç»,— калаçăва тăсать Венера Николаева. Хальхи вăхăтра та Венера Алексеевна Тăрмăшри Культура çурчĕ çумĕн- че йĕркеленĕ «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне çÿрет, куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Сăвă каласа тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Унти библиотекăра ачасем валли те «Алă ăсти» кружока ертсе пырать. Кунта хĕрачасем чăваш тĕррине вĕренеççĕ. «Асамлă чăваш тĕрри чуна тыткăнлать, апат пĕçернĕ чухне те тĕрлетĕп»,— тет ăшшăн кулса. Чăваш тĕнчине аталантаракан çын пек туйăнать вăл мана. Чăваш тĕрриллĕ хушпу, тухья, масмак, тевет, пиçиххи, ум çакки туса тĕрлĕ конкурссене хутшăннине пĕлтерчĕ тĕрĕ ăсти.

Пуканесене те чăваш тĕрриллĕ тум тăхăнтарать. Вĕсем пĕринчен тепри илемлĕ. Хăш-пĕр çынсен тĕррипе танлаштарас пулсан, Венера Алексеевнан ĕçĕсенче хăйне евĕрлĕх сисĕнет. Тĕрĕ пĕр тикĕс шăрçа пек пулса пырать. Ирĕксĕ-рех Нарспи сăнарĕ куç умне тухса тăрать. «Çапла, тĕрĕ вăл тĕрлеме пĕлсен кăна илемлĕ»,— шухăшласа илтĕм ăшăмра. Ахальтен мар ĕнтĕ Мускава «Зимняя ладья» конкурса кайсан унăн япалисене питĕ ырланă. Унта 100 çын хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Темиçе хутчен те Республика кунĕн, Тăвай енĕн, Шупашкар хулин уявĕсенче ăста маçтăрăн хитре те ятуллă япалисене курса çынсем савăннă, тĕлĕннĕ. Халăх тумĕ енĕпе вырăнта тата республикăра иртекен конкурссене хутшăнса дипломсене, ЧР Культура министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ ал-ĕç ăсти. «Мускава чăваш ярмăрккине кайсан чăваш тĕрриллĕ масмак, хушпу, тухья, ум çакки, пиçиххи, йĕп чикмелли, салфеткăсем илес текенсем йышлăн пулчĕç. Апла пулсан, чăваш тĕрри çухалмĕ, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ-ха»,— тет мăнаçлăн В.А.Николаева.

«Салтак тутри» акцирен те айккинче тăрса юлмарĕ вăл. Салтаксем валли чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк тутăрсем тĕрлерĕ. «Чăваш тĕррине чăваш хĕрарăмĕ упраса хăварас тесе тăрăшмасан тата кам тăрăштăр-ха?»— пĕтĕмлетрĕ калаçăва Лачкассинчи харсăр хĕрарăм. Çапла, чăваш тĕрри Венера Алексеевна пек ăстасем илемлĕ те чуна савăнтаракан тĕрĕсем тĕрлесен илемлĕ.

«Сире çак наци пуянлăхне сыхласа хăварма кăна мар, малашне те халăхра ытларах сарма çĕнĕ çитĕнÿсем, сывлăх, мĕнпур лайăххине сунатăп»,— тесе уйрăлтăм кÿр- шĕ ялти тĕрĕ ăстинчен.

Анна СИДОРОВА,

9 класс, Тăрмăш шкулĕ

 

РЕДАКЦИРЕН:

 

Венера Алексеевна мăшăрĕ-пе Юрий Ивановичпа 35 çул татуллă пурăннă. Аслă пĕлÿллĕ специалист нумай çул суту-илÿ енĕпе тĕрлĕ çĕрте ертÿçĕ- ре ĕçленĕ, юлашки çулсенче вара строительство енĕпе предпринимательте тăрăшнă. Чире пула 60 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсем Татьяна хĕрĕпе Сергей ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Кашнин хăйĕн çемйи пулин те, ялти кил хуçалăхне те аталантарса пыраççĕ. Виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ Венера Алексеевнана, хăйĕн пекех пултаруллă, тĕрлĕ ал-ĕçне алла илнĕ, татах та ăсталăхне ÿс- терсе пыраççĕ. Татьяна хĕрĕн пĕтĕм пахчи, килпе картиш умĕсем веçех чечек ăшĕнче, çу кунĕсенче куçа илĕртсе иртен-çÿренсен кăмăлĕсене уçаççĕ. Вăл ăсталанă, хитрелетнĕ япаласем те конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Полинăпа Настя мăнукĕсем те бисерпа ĕçлеме юратаççĕ тата чăваш тĕррине тĕрлеме вĕренеççĕ, юрра-ташша та маттур. Ывăлĕ Сергей техника енĕпе хăй ĕçне уçнă. Çемьере Вика хĕрĕ çитĕнет. Хисеплеççĕ вĕсем амăшне, кукамăшне, асламăшне, яланах пулăшма тăрăшаççĕ.

Поделиться:
Распечатать