1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 2 Декабрь 2025 г.
28 ноября 2025 г. 13:36

Килсе курма васкăр

Тăвайри халăх краеведени музейне тĕпрен юсанă хыççăн, унта тĕрлĕрен выставкăсем йĕркелес кăмăллă çынсем нумайлансах пыраççĕ. Чи малтанах Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿс- нĕ, Шупашкарта пурăнакан Владимир Ильич Разин художник-педагог хăй ÿкернĕ картинисенчен юбилей ячĕпе ятарлă выставка уçрĕ. Ун хыççăнах Раççей художникĕсен «Цвет времени» ятлă выставкине куракансем пысăка хурса хак панине палăртас килет.

ашкарти ÿнер наци музейĕн ертÿçи Геннадий Васильевич Козлов та айккинче юлмарĕ. Хăйĕн картинисене «С любовью к Родине» ят парса Тăвай музейне илсе çитерчĕ. Вăл тăрăшнипе шкул ачисене валли ятарлă курав йĕркелерĕмĕр, ăна А.С.Пушкин поэта халалларăмăр.

Çавăн пекех Тăвай муниципалитет округĕнчи общество палати тăрăшнипе уçнă тепĕр куравăн та пĕлтерĕшĕ пысăк. «Край родной мне сердцу дорог» выставкăна округ 90 çул тултарнине халалланă. Музейра çулсерен Аслă Çĕнтерÿ, Космонавтика тата ытти уяв-кунсем ячĕпе, ĕлĕкхи савăт-сапапа, ал-ĕç хатĕрĕсемпе çыхăннă куравсем йĕркелетпĕр.

Акă, Юрий Андреев хăйĕн куравне «Образы Родины» ят панă (тăванĕсем Сăхăтпуç ялĕнчен, çамрăклăхне пирĕн районта ирттернĕ). Унăн куравĕнче пирĕн округран СВОра пуçне хунă Кармал, Сăхăтпуç ялĕсенчи хÿтĕлев- çĕсене халалланă картинăсене те вырнаçтарнă.

Чăваш Республикин Пуç-лăхĕн йышăнăвĕпе 2020 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне ирт-тертĕмĕр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та çак кун «В краю ста тысяч вышивок» ятпа курав уçрăмăр. Унăн авторĕ — Улянкă ялĕнчи Альбина Степановна Михайлова. Пултаруллă ал ăстин тĕррисене килсе курма йыхравлатпăр.

Тепĕр савăнăçлă хыпар. Декабрĕн 5-мĕшĕнче Тăвайри халăх краеведени музейĕнче çĕнĕ юбилейлă курав уçăлать. Ăна йĕркелекенĕ — Наталия Юрьевна Нагорнова (Куракина). Ашшĕ Чутей ялĕнчен. Хăй Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унтах художество училищинче, каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Выставка 13 сехетре уçăлать. Пурне те кăмăл туса чĕнетпĕр.

Поделиться:
Распечатать