Раççей аталанăвне ура хурассинче коррупци тĕп вырăнта тăрать. Коррупци влаç структури патне шанăçа пĕтерет, политикăпа социаллă хутшăнăва çивĕчлетет, ят-сума чакарать.
Саккун кăларакан орган коррупцие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать, вăл шутра коррупци тĕлĕшĕнчи яваплăха çирĕплетсе пырать.
РФ КоАпăн 19.28 статйи вăл е ку организаци ертÿçине должноçри çыннăн интересĕ- сене хÿтĕлессишĕн саккуна пăсса укçа, хаклă хут е ытти пурлăх сĕннишĕн административлă яваплăх çирĕплетет. Çак яваплăх çĕр миллион тенкĕ таран та пулма пултарать.
Ытларах чухне çак категорири йĕркесĕр- лĕхсем курăнмасăр тата уншăн ответлисем айăплавсăр та юлаççĕ. Коррупцие пĕрлехи вăйпа ура хума пулать. Çавăнпа та ун йышши фактсем пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. 2-11-15 номерпе шăнкăравлама пулать.
Борис БОРИСОВ